Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Халӑх участковӑйӗ - 2019»

25 октября 2019 г.

«Халӑх участковӑйӗ - 2019»

Онлайн  мелĕпе сасăласа  Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçине палăртнă. Вăл - Тăвай районĕнчи Николай Шамбулин.

   Конкурс кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртет. Регион тапхăрĕн тупăшăвне 20 полици ĕçченĕ хутшăннă. Сасăлав ЧР Шалти ĕçсен министерствин (ШĔМ) сайтĕнче октябрĕн 7-16-мĕшĕсенче иртнĕ. Районти полици уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ Н.Шамбулин чи нумай сасă пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Полици капитанĕ Шалти ĕçсен органĕсен службинче 14 çул, вĕсенчен 10 çулне - участковăй должноçĕнче. Ăна шаннă 6 ял территоринче 4200 яхăн çын пурăнать, вĕсене йĕркелĕхпе тивĕçтерес тесе тăрăшать. Пушă вăхăтне ытларах çемйипе - мăшăрĕпе Иннăпа, 3 çулхи ывăлĕпе Димитрийпе ирттерет. Чун киленĕçĕ вара - пулла çуресси.

    Чăваш Енри «халăх участковăйĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурс финалне хутшăнать. Сасăлав 2019 çулхи ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕн-че професси уявĕ умĕн (ноябрĕн 17-мĕшĕнче полицин участокри опер-уполномоченнăйĕн кунĕ) иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика