Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел районĕнче агропарк пулатех

11 сентября 2020 г.

 Çапла пĕлтерчĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕнер ĕçлĕ çул çуревре пулнă май.

 «Батыревский» агропромышленноç паркне туса хурассине республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ. Ăна Ыхраçырми ял тăрăхĕнче хăпартасшăн. Палăртнă тăрăх, 15 гектар çинче вырнаçтарма палăртнă инвестици лапамĕ валли 400 млн тенкĕ уйăрĕç. «Малтанах иккĕлену пурччĕ. Тен, агропарка урăх çĕрте, хула çывăхнерех, тумалла. Паян предпринимательсен шухăшне илтрĕмĕр, вĕсем парка хута ярасса кĕтеççĕ, унăн резиденчĕ пулас текен те йышлă», - пĕлтерчĕ Олег Алексеевич.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, Патăрьел районĕнчи ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем, предпринимательсем яланах малта пулма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ предприяти хута яраççĕ. Çавна май тупăш туса илмелли, çынсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелемелли майсем ытларах. «Патăрьелсем ку ĕçе лайăх йĕркелеççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илмелле», - терĕ вăл. Олег Алексеевич çĕнĕ ферма уçма хутшăнчĕ. Решит Санзяповăн фермер хуçалăхĕ пирки хамăр республикăра кăна мар, тулашра та пĕлеççĕ. Паянхи куна хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 423 пуç. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 586 тонна ытларах сĕт туса илнĕ. Çĕнĕ фермăна 250 пăру устермешкĕн çĕкленĕ, 6 ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн. «Эпир нумай çул Тутарстанри ял хуçалăх продукцине туса кăларакансене ăмсанса пурăнтăмăр. Чăваш Енре те аталанма пулăшакан программăсем пур. Эпир тăрăшса ĕçлеме, çитĕну тума хатĕр. Хамăр республикăрах экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларатпăр», - шухăшне палăртрĕ фермер.

Пĕлтĕр çĕршывра туса илнĕ севокăн 68: - Чăваш Енрен. Ку енĕпе уйрă¬мах Патăрьелсем вăйлă ĕçлеççĕ. Анат Туçари Валерий Кузнецов икĕ çул каялла «Лук-Агро» кооператив йĕркеленĕ. Ывăлĕпе севокăн тĕрлĕ сортне лартса пуçтараççĕ. Кăçал хуçалăхне аталантармашкăн патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ вĕсем. Грантпа ятарлă технологи хатĕр-хĕтĕрĕ, техника туяннă. Кузнецовсем çулталăкра икĕ хутчен Голландие вĕçеççĕ, опыт пухма, унта пурăнакансенчен тĕслĕх илме. Леонид Валерьевич каланă тăрăх, çулталăк вĕçĕччен суту-илу маркине тăвасшăн. Проект пур, дизайн хатĕр.

Шăнкăртам ялĕнчи Ферид Чабатов вара фермер хуçалăхне аталантарас тесе патшалăхран пулăшу кĕтмесĕр хăй укçа хывать. Вăл 520 гектар çинче тыр-пул, пăрçа йышши культурăсем устерет. 10 гектар çинче çĕр улми лартнă: 160 тонна пуçтарса илнĕ. Кĕрхи культурăсене лартмашкăн 300 гектар çĕр хатĕрленĕ, паянхи куна 180 гектар çинче акн. Фермер мăйракаллă шултра выльăх усрать: 18 пуçа çитернĕ. Олег Николаев унăн осетр пулă ĕрчетмелли хупă бассейнне çитсе курчĕ. Ферид Чабатов ку енĕпе 5 çул каялла ĕçлеме тытăннă. Вăлчаран тухнă вĕтĕ пулла туянма ятарласа Пушкăрт Республикине çитнĕ. Фермер лайăх ăнланнă, çак бизнесра тупăш туса илме чылай çул кирлĕ. «Хальлĕхе уссине кураймарăм-ха», - пытармарĕ вăл. Халĕ 70 метр тăршшĕ бассейнра 8 пине яхăн пулă ĕрчет. Çак йышра – çĕкĕ, осетр. Ăркай /форель/ ĕрчетмелли уйрăм пĕве пур. Фермер палăртнă тăрăх, çут çанталăкра пулă 15 çул таран пурăнать, хупă бассейнра вара – сахалрах. Бассейнри температурăна сăнаса тăраççĕ, пулă 25 градус ăшăра та хăйне хăтлă туять. Хуçалăхра 30 çын тăрăшать, вĕсенчен 5-шĕ пулă пăхаççĕ, вĕсене апатлантараççĕ. Унсăр пуçне Ферид Чабатов Краснодар крайĕнчи специалистсене те ĕçе явăçтарать. Фермер тĕллевĕ пирки те пĕлтерчĕ, тепĕр çул хура вăлча туса илесшĕн, производство йĕркелесшĕн.

 

Ирина КОШКИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика