казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çамрăксене те, аслисене те пулăшатпăр

24 июля 2020 г.

2020 çул пуçланнăранпа Шăмăршăри ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупас ыйтупа пурĕ 417 çын пынă, вăл шутра _ пенсичченхи ỹсĕмри 24 çын. Ĕçсĕррисен учетне 210 çынна илнĕ (вĕсенчен 18-шĕ _ пенсичченхи ỹсĕмрисем).

Пĕрремĕш çур çулта центра килнĕ çынсенчен 211 çынна ĕç тупса панă. Çак çынсенчен 11-шĕ ĕç килĕшĕвĕсем туса строительство тата ял хуçалăх ĕçĕсене Тутар Республикине тата Мускав облаçне ĕçе вырнаçнă.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн учетра ĕçсĕррисем пурĕ 154 çын пулнă.

Çынсен ĕçлес туртăм ан пĕттĕр, çав вăхăтрах районта ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парас тата граждансене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе çынсене обществăлла ĕçе те явăçтарма тăрăшатпăр. Çапла иртнĕ çур çулта 64 çынна обществăлла ĕçе явăçтарнă.

Пур чухне те яланлăх ĕç вырăнĕ тупма май килмест. Çавăнпа та вăхăтлăх ĕç тупса пани те çыншăн хăйне майлă тĕрек пулса тăрать. Çапла ĕç тупассинче йывăрлăх умне тухса тăнă 1 инвалида тата пенсичченхи ỹсĕмри 6 çынна пулăшма пултартăмăр _ вăхăтлăх ĕçе явăçтартăмăр.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр 14-18 çулсенчи çамрăксене те тимлĕх уйăрать. Эпир çул çитменнисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти комиссипе тачă çыхăну тытатпăр. Çапла йĕркене пăснă çамрăксене, сахал тупăшлă, йывăр лару-тăруллă çемьесенчи çамрăксене ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр. Кăçал вĕренỹрен пушă вăхăтра районти 108 çамрăк тĕрлĕ ĕçе хутшăнчĕ.

Кăçал валли çамрăксене ĕçе явăçтарассин программине пурнăçлама республика бюджетĕнчен 245 пин тенкĕ уйăрса панă. Вырăнти бюджетран çамрăксене вăхăтлăх ĕçе хутшăнтарса укçа-тенкĕпе тивĕçтерме 150 пин тенкĕ уйăрнă.

Çак ĕçе эпир районти пур шкулпа та çыхăну тытса йĕркелетпĕр.

Хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илсе професси ăсталăхне ỹстерес, хушма професси илес ыйту та çивĕч тăрать. Çапла ятарлă программăсем ĕçленипе районти ĕçсĕр 6 çын тата ачапа декрет отпускĕнче пулнă вăхăтри 3 хĕрарăм çĕнĕ професси илчĕç.

"Демографи" наци проекчĕ шайĕнче пенсичченхи ỹсĕмри 11 çынна вĕренме тата професси ăсталăхне ỹстерме янă.

Ĕç тупас текен çынна ĕçе вырнаçма майсем ытларах пулччăр тесе эпир çулсеренех вакансисен ярмăрккине ирттеретпĕр. Кăçал та кун пек пĕр ярмăрккă ирттертĕмĕр. Унта çул çитмен çамрăксем, ĕçсĕррисен учетĕнчи граждансем, пенсичченхи ỹсĕмри çынсем тата ĕç тупас ыйтупа центра килнисем хутшăнчĕç.

Çак ĕçсемпе пĕрлех центрта ĕç сферине тĕрĕс суйлас, професси илес енĕпе тĕрлĕ категори çыннисемпе консультацисем те ирттернĕ. Ĕçсĕррисене ятарлă тренингсене, специалистсем ирттерекен тĕл пулусемпе лекцисене явăçтарнă. Çак занятисем те çынна çĕнĕ ĕç вырăнне хăнăхассинче, ĕç тупассинче пулăшу кỹреççĕ.

2020 çул пуçланнă тĕле ĕç паракансем пирĕн центра пурĕ 264 ваканси пуррине пĕлтернĕ пулсан, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку хисеп 207-пе танлашнă. Хальхи вăхăтра районти ĕç рынокĕнче çак професси çыннисем ытларах кирли курăнать: педиатр, терапевт, ветврачсем, ветеринари санитарĕсем, аккомпаниатор, культорганизатор, коррес-пондент, сайт редакторĕ, фармацевт тата ыттисем те.

Харпăр хăй ĕçне пуçарса ярассипе пулăшу ыйтма килекенсем те пур пирĕн пата. Кăçал эпир Шăмăршă район администрацине парикмахерски уçас текен çыннăн бизнес-планне хатĕрлесе тăратрăмăр. Ĕç ушкăнĕ çак бизнес-плана лайăх енчен хакларĕ. Çапла вара каялла тавăрса памалла мар 92 пин тенкĕ парса çынна хăйĕн ĕçне пуçарса яма пулăшрĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика