Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литр сĕт лимонад хакне те лармасть

17 июня 2020 г.

Çак кунсенче ырă хыпар чăннипех савăнтарчĕ. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев регионти уйрăм хушма хуçалăхсене пулăшас тĕллевпе субсиди пама йышăннă. Сăлтавĕ - сĕт хакĕ самай пĕчĕк пулни. Кун пек пулăшăва фермер хуçалăхĕсемпе пысăк ялхуçалăх предприятийĕсем илеççĕ ĕнтĕ. Хальччен уйрăм хушма хуçалăхсене кăна тимлĕх лекеймен. Республика ертỹлĕхĕ шутланă тăрăх, "пысăк" сĕт тапхăрĕнче уйрăм хушма хуçалăхсене пулăшни вырăнлă.

Пĕтĕмпе субсиди валли республика бюджетĕнчен 185 миллион тенкĕ уйăрĕç. Тỹлевсене вара июнь уйăхĕн вĕçĕнче пама пуçлĕç. Субсиди виçине хуçалăхри сумалли ĕне шутне пăхса палăртнă. Енчен те харпăрлăхçăн сумалли пĕр ĕне-тĕк пулăшу виçи 2300 тенкĕпе танлашĕ. Иккĕ пулсан кашни пуçне 3300 тенкĕ парĕç, виççĕ тата ытларах-тăк - 4300 тенкĕшер.

Тỹлевсене илес тесен ял тăрăхĕн администрацине çитсе заявлени çырмалла. Заявлени çинче банк карттин даннăйĕсене тата хуçалăхра миçе сумалли ĕне пулнине кăтартмалла. Хальлĕхе районти ял тăрăхĕсен администрацийĕсем заявленисене йышăнма пуçламан-ха. Çитес кунсенче кирлĕ документсем çитсен заявленисене йы-шăнма пуçлĕç. Чăнах та, сĕт хакĕ çулсерен калаçтарать, мĕншĕн тесен çуллахи вăхăтра вăл йỹнелсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакă ял çыннин кăмăл-туйăмне самай пусарать. Сĕчĕ йỹнелет-ха. Анчах та лавккари апат-çимĕç хакĕсем ỹссе кăна пыраççĕ. Мĕншĕн пăшăрханмалла мар?

Ниçта ĕçлемен, ялта тĕпленнĕ çыннăн мĕн укçипе пурăнмалла, çемьене мĕнпе тăрантармалла? Паллах, ĕне усраса сĕт парса кăна. Уншăн та мĕн чухлĕ тапаçланмалла: уттине çултармалла, типĕтмелле, хĕл кунĕсем валли çителĕклĕ хатĕрлемелле. Пурин те килте техника çук-çке. Техники те шывпа чупмасть, бензинĕ хаклансах пырать. Хушăран çĕмрĕлет тата икĕ урапаллăскер, мотоблок текенни. Ăна-кăна шутласан ял ĕçченĕн пĕр литр сĕчĕ ылтăнпа танлашмалла.

Ял халăхĕ сĕт пуçтаракансене сĕт панипе кăна пурăнать мар-и? Халĕ районти ялсенче сĕте литр пуçне 14 тенкĕпе пуçтараççĕ. Хĕллехи вăхăтра 18-19 тенкĕпе пуçтарнă пулсан, паянхи кун кĕсьери тупăш чакни самай сисĕнет. Лавккари пĕр литр сĕт 14 тенкĕ мар-çке. Литршăн 50-70 тенкĕ кăларса хума тивет. 14 тенкĕпе вара пĕр кĕленче лимонад та туянма пулмасть. Çăкăр пирки мĕн калас. Çакă ял халăхĕнчен кулни пулмасть-и? Тар тăкатăн-тăкатăн, анчах усси курăнмасть.

Республикăри ытти районсенче те çав ỹкерчĕкех. Хаксем пĕр-пĕринчен ытлашши уйрăлса тăмаççĕ, сĕт пуçтаракансем пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлеççĕ мар-и? Сĕт хакĕ чакнине вара пандемипе те çыхăнтараççĕ хайхисем. Самоизоляци вăхăтĕнче тупăш чакнă пирки халăх лавк-каран сĕт сахалрах туянать иккен. Çавăнпа заводсем сĕте халăхран йỹнĕ хакпа йышăнаççĕ. Анчах та çакăн пек ỹкерчĕк кăçал кăна мар. Çу кунĕсем çитсенех çулсерен сĕт хакĕ чакса пырать. Çитес кунсенче ун хакĕ татах чаксан тĕлĕнмелли çук. Ял çыннин ăçта кайса кĕмелле? Ирĕксĕрех сĕт машини патне витре йăтса тухмалла.

Анна ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика