Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çамрăк нумай ачаллă çемье

08 июня 2020 г.

Районта Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун тĕрлĕ уяв мероприятийĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Анчах та паянхи пандеми вăхăтĕнче халăхăн йышлăн пухăнма юрамасть. Лару-тăрăва шута илсе администраци районти нумай ачаллă çемьесене вĕсем патне çитсе саламлама йышăннă.

Акă июнĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Федераллă Пухăвĕн депутачĕн Николай Маловăн представителĕсем, хăнасем Ачкассинче пурăнакан Мачуженкосен çемйине çитсе уяв ячĕпе саламларĕç, ачасене ноутбук тата пылак парнесем парнелерĕç.

Светлана Витальевнăпа (36 çулта) Андрей Владимировичăн (35 çулта) ултă ача: виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл. Чи асли 16 çулта, чи кĕçĕнни икĕ уйăхра кăна-ха. Халĕ телейлĕ амăшĕ декретра ларать. Унччен вăл "Магнит" лавккара сутуçăра тăрăшнă. Мăшăрĕ вара А.Ивантаев уйрăм предприниматель патĕнче тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлать. Светлана Витальевна пĕлтернĕ тăрăх, вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе Чулхулана ĕçлеме кайсан паллашнă. Çамрăк мăшăр малтанах Чутайра тĕпленнĕ. Ачкассине пурăнма куçнăранпа вара çулталăк та çитмен. Икĕ хутлă капмар çурта амăшĕн капиталĕпе усă курса туяннă. Унсăр пуçне çемье республикăри амăшĕн капиталне те тивĕçнĕ.

А.ВАСЮКОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика