Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Никифоров, ЧР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: "Çутçанталăка упрасси ‐ кашнин тивĕçĕ"

08 июня 2020 г.

‐ Конституцин 114‐мĕш статйине çутçанталăк пуянлăхне, нумай евĕрлĕхне упрасси пирки улшăнусем кĕртме йышăннине ырлатăп. Эпĕ астăвасса унччен Хĕрлĕ Чутай районĕнче вăрман хуçалăхĕ пурччĕ. Ĕçченсем вăрмана хăрнă, хуçăлнă йывăç‐тĕмрен тасатса, çамрăк хунавсемпе çĕнетсе тăнă. Çутçанталăк пуянлăхне сăтăр тăвасран асăрханă. Çавăнпа вăрманта пушар та сахал пулнă. Халĕ çак ĕçе юхăнтарни хамăрах пырса тивет. 

Темиçе çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса Тури Çĕрпỹкасси урамĕсенче улмуççисемпе чăрăшсем лартрăмăр. "Чĕрĕ палăксем" вăй илнĕ май ял палăрмаллах илемленчĕ.

Анчах хăшĕ‐пĕри строительство ĕçне пуçăннă май çурт умĕнчи йывăçсене касрĕ. Кайран вĕсен вырăнне хунавсем лартма манчĕç пулас. Ку ыттисен ĕçне, вăрçăра пуç хунă ентешсене хисеплеменни, çутçанталăка сиен кỹни мар‐им? Çав хушăрах йывăçсене пăхса тăракансем пурри савăнтарать.

Ĕлĕкрех, эпĕ хуçалăхсене ертсе пынă чухне, ял‐йышпа пĕвесем пĕвеленĕ, çырма‐çатрасене хунавсем лартнă, парксем хывнă. Халĕ вĕсем вăрман пек кашласа лараççĕ, çырмасене сарăлма памаççĕ. Республикăра кун пек ырă тĕслĕх самай. Конституцие улшăнусем кĕртнĕ май çутçанталăка упрасси кашнин тивĕçĕ пулнине шанас килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика