Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта республика ертỹçи Олег Николаев пулчĕ

08 мая 2020 г.

Ĕнер, майăн 7-мĕшĕнче, районта ĕçлĕ çулçỹревпе республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пулчĕ. Паянхи кун çурхи ака ĕçĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалли вăхăт пулнăран Олег Алексеевич "Коминтерн" ЯХПК-на çитсе курчĕ. Районти лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхра республика ертỹçипе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулчĕç. Ялхуçалăх кооперативĕнче ĕçсем мĕнле пурнăçланнипе хуçалăх ертỹçи Альбина Новикова паллаштарчĕ.

Чи малтанах Олег Николаев Трапайри ĕне фермине çитсе курчĕ, кунта вырнаçтарнă "Карусель" оборудованипе, 600 ĕне вырнаçмалăх ферма тума пуçланă утăмсемпе тата ака ĕçĕсемпе паллашрĕ. Çавăн пекех Олег Алексеевич Елена Александровнăпа Иван Александрович Галичсене "Сельская ипотека" сертификат парса чысларĕ. Галичсем 0,5 процентлă ял ипотекине республикăра илекенсенчен пĕрремĕш пулчĕç (тĕплĕнрех - çитес номерте).

Атнарсем мĕн тунипе лăпланса лармаççĕ. Палăртрăмăр ĕнтĕ, кăçал вĕсем 600 ĕне вырнаçмалăх ферма тума пуçланă. Техника паркне те çултан-çул пуянлатса пыраççĕ. Кооператив 3 пин те 53 гектар çĕр çинче ỹсен-тăран продукцине туса илет. Паянхи кун атнарсен мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 1791 пуçпа танлашать, вĕсенчен 605-шĕ - ăратлă ĕне. Сăмахран, пĕлтĕр вĕсем 200 ытла ăратлă пушмак пăру туяннă. Ĕнесен шутне çитес çулсенче ỹстерсех пырас тĕллевлĕ. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхăн 1250 пуç сысна пулнă. Çапла вара "Коминтерн" ЯХПК аталану çулĕпе утса районти тата республикăри малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланать.

"Коминтерн" хуçалăхра çурхи ака ĕçĕсем те аван пурнăçланаççĕ. Олег Николаев Атнар ялĕ çывăхĕнчи тăваттăмĕш уя çитсе курчĕ, кунта урпа акас ĕçсемпе интересленчĕ. Районти агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсене ăнăçу суннă май "Коминтерн" хуçалăхра çурхи ака ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме пур услови те пулнине палăртрĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика