Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туçа шкулĕнче вĕрентнĕ учителĕн хĕрĕн аса илĕвĕ

21 апреля 2020 г.

"Манăн, атте пек, истори учителĕ пулас килетчĕ. Вăл Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемьере чи асли пулнă. Манăн атте ялти çамрăксенчен чи малтан аслă пĕлỹ илекенсенчен пĕри пулнă. 1936 çулхине ăна Туçари шкула географипе истори предмечĕсене вĕрентме янă. Аннепе шăпах çакăнта паллашнă. Ăна та, педучилищĕре вĕреннĕ çамрăк хĕре, çак шкула ĕçлеме янă пулнă. Вăрçăччен икĕ çамрăк пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ. 1940 çулта эпĕ çуралнă. Анчах вăрçă пуçланни çамрăк мăшăрăн малаллахи ĕмĕтне çапса хуçнă. Атте вăрçăн малтанхи кунĕсенчех вăрçа кĕнĕ, мĕншĕн тесен ăна 1940 çулхине Хĕрлĕ çара илнĕ пулнă. Анчах 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче пирĕн çемьене хăрушă хыпар çитнĕ. Атте хыпарсăр çухалнă иккен. Эпĕ, паллах, кун çинчен тăвансем каланă тăрăх кăна пĕлнĕ. Икĕ çулхи ача мĕн астăвайĕ-ши?

Анне манăн Каçал тăрăхĕнчи Тĕвенеш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Икĕ хĕр те пĕр ывăл пулнă вĕсен. Аннен аппăшĕ ялах качча тухнă пулнă. Упăшкине вăрçа илсе кайман, Канашра ĕçленĕ. Икĕ ывăл пулнă вĕсен. Вăрçă вĕçленсен те йысна Канашрах вăй хунă. Пĕррехинче аппа йысна патне Канаша каять. Анчах киле каялла чĕррĕн таврăнаймасть, унăн виллине киле илсе килеççĕ. Мĕнле вилнĕ- никам та татса калаймасть. Вăрçă хыççăнхи çулсенче питех тĕрĕслесех те тăман пуль. Икĕ ывăл ача, пĕчĕкскерсем, тăлăха тăрса юлаççĕ. Вара кукамай Туçана килет те аннене тархасласах йыснăшне качча тухма ыйтать. Икĕ пĕчĕк ывăла çын тăрăх ярар мар, хамăрах пăхса ỹстерер тет. Ку саманта эпĕ асра хăварнă. Ун чухне улттăри ача пулнă-çке. Анне йĕре-йĕрех килĕшрĕ вара. Çапла эпир Тĕвенешре пурăнма тытăнтăмăр.

Паллах, асаттене хăйĕн пĕртен-пĕр мăнукĕн шăпи интереслентернĕ. Пĕррехинче, чăтайманнипе, хăйĕн тăванне лашапа Тĕвенеше мана пăхма ярать, май пулсан илсе килме хушать.

Çапла асаттесем патĕнче пурăнма тытăнтăм. Кунта аттепе пĕртăван тата икĕ тете, пĕр аппа пурччĕ. Питĕ шеллетчĕç мана, юрататчĕç, лайăх пăхатчĕç. Асанне вара питĕ лайăх çынччĕ. Эпĕ вăл усал сăмах каланине те, вăрçнине те нихçан та курман. Мана питĕ юрататчĕ. Асатте те вырăнта ĕçлетчĕ. Пиртен питĕ çирĕп ыйтатчĕ. Ун чухне кашни килтех хур чĕпписене лартса кăларатчĕç. Çуллахи вăхăтра хур чĕппи астăваканĕсем, вĕсене ỹстерекенĕсем ачасем пулнă ĕнтĕ.

Пĕррехинче эпĕ те нумайрах вылянă, те астуса çитереймен, ман хурсене хир сыхлакансем тытса кайнă. Укçа парсан çеç каялла илсе килме пултарнă. Ман асатте тултанах вăрçса кĕрет: "Ăçта çав хĕр, вĕлеретĕп ăна! Хурсене полевойсене тыттарса янă", - тет. Эпĕ хăранипе ниçта пытанма пĕлместĕп. Аслă тете авланнăччĕ, вĕсен хĕр ача çуралнăччĕ, çавăн сăпки ăшне кĕрсе пытанса хăтăлса юлтăм. Кайран, асатте çилли иртсе кайрĕ... Пĕррехинче анне мана илме килнĕ. Хăйĕн тăван тĕпренчĕкне курасси те килнĕ пуль. Эпĕ ун çине пăхнă та ним чĕнме те пĕлместĕп. "Анне тесе чĕн-ха пĕрех хут",- тет анне. Эпĕ тинех вăраннă пек пултăм та анне чĕрçи çине кĕрсе лартăм. Шăпах асатте килсе кĕчĕ. Эпĕ анне чĕрçи çинче ларнине курсан йĕрсех ячĕ. "Ачана амăш кирлех, каятăн пуль, хĕрĕм",- тет. Кайма тăрсан аппа ĕçрен таврăнчĕ, мана ярасшăн мар. Аппапа хыçалпа тухса тартăмăр, унта фермăччĕ. Анне пирĕн хыççăн. Хăваласа çитеймерĕ. Мансăрах кайнă вара каялла. Мĕн тери куляннă пулĕ вăл çав самантра! Пĕчĕккĕн асаттесем патĕнчех ỹсрĕм. Пĕррехинче унпа Канаша кайнă эпир. Пĕр лавкка тĕлĕнче асатте вăхăтлăха чарăнчĕ, эпĕ урамра тăратăп. Умран аннепе упăшки иртсе пыраççĕ. Хăйсем тем калаçаççĕ, ман çине пăхмаççĕ те. Эпĕ вĕсем хыççăн пыратăп. Ман вĕсене чĕнмелле, ниепле те "анне" тесе кăшкăраймастăп. Часах ак куçран çухалаççĕ. Юлашкинчен эй! тесе кăшкăрса ятăм. Анне мана курсан йĕрсе ячĕ: "Анне тесе те чĕнместĕн вĕт-ха. Халĕ илсе каятпăрах сана", - тет. Асатте лавккаран тухсан пурте столовăйне кĕтĕмĕр. Кăштах хăна турĕ пуль асаттене, мана аннепе кайма ирĕк пачĕ. Аннесем асаттене пĕр машина тупса яла ăсатрĕç. Асатте тутăрпа сулласах пиртен уйрăлса кайрĕ.

Анчах пĕрре те çăмăл пурнăç мар иккен анне патĕнче. Кунта тата виçĕ ывăл хутшăннă. Те çавăн çинчен пĕлнĕ асатте, те мансăр тунсăхланă - татах мана илме тетене янă. Хальхинче велосипедпа илме пынăччĕ. Анне те ăнланнă пулĕ мана асаттесем патĕнче аванрах пулассине, пĕр сăмахсăрах, минтер çине лартсах ăсатса ячĕ вара.

Анне килкелесе кайкалатчĕ. Кайран аслă тетен арăмĕ каласа панăччĕ. Инкене хăй пурăннă чухне мана лайăх пăхма хушса хăварнă иккен. Хушнă кăна мар, сăмах та партарнă.

Аннене вара, аннене… Пĕррехинче анне упăшки патне Канаша каять. Каять те каялла таврăнаймасть. Кунне те, аппăшĕ пекех, виллине илсе килеççĕ. Пире систермен, пирĕннисем никам та пытарма кайман. Масар çинче тепĕр хăрушла ĕç пулса иртнĕ. Аннен шăллĕ (вăл пĕлнех ĕнтĕ çак инкек мĕнле сиксе тухнине) вилене пытарнă чухне аннен упăшкине масар çинчех персе вĕлернĕ. Сакăр çула хупнă вара куккана, унтан килсен нумай та пурăнаймарĕ, вилчĕ. Аннепе аппăшне вĕсен упăшкин еркĕнĕ наркăмăш парса вĕлернĕ пулать. Хĕрарăмĕ вара çавăн хыççăнах ялтан тухса кайнă, каялла ура ярса пусман.

Мана вара, чăнах та, лайăх пăхрĕç. Шкулта аван вĕреннĕ эпĕ. Шăпах Çĕнĕ Ахпỹртре вăтам шкул уçрĕç те, эпĕ пĕрремĕш выпусксен шутĕнче пултăм. Атте пек истори учителĕ пуласшăнччĕ. Анчах пурнăçĕ мана экономикăпа çыхăнтарчĕ. Малтан Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕрентĕм. Каярах, ĕçленĕ хушăрах Мускавра аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн, ĕмĕр тăрăшшĕпех çыхăнура ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Тетесене вара эпĕ тав сăмахĕ çеç калатăп. Мана çын тăвас тесе ырми-канми тăрăшрĕç. Хăйсен чи çывăх тăванĕ вырăнне хучĕç. Турри вĕсене ырлăхне çеç патăрччĕ".

Валентина ЯКОВЛЕВА, Туçари вăтам шкулта вĕрентекен çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика