Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăкпа çỹп-çап ан çунтарăр!

20 апреля 2020 г.

Апрелĕн 9-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче вунă пушар регистрацилерĕмĕр. Пушарсен сăлтавĕсем тĕрлĕрен: иккĕшне юри тивертнĕ, пĕри апат пĕçернĕ чухне тимлĕхсĕр пулнăран алхаснă, электрооборудование вырнаçтарнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăран пĕр инкек пулнă, улттăшĕ вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухнă.

Вунă пушартан иккĕшĕ Ишеккассипе Шуккакасси ялĕсенчи пурăнмалли çуртсенче алхасрĕ. Пĕр вут-çулăм инкекĕ Атнар ялĕнче гаражра, тепри Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакансен мунчинче пулчĕ. Пилĕк тĕслĕхĕнче типĕ курăк çунчĕ: Вишенерпе Дубовка ялĕсем хушшинчи уйра, Ишеккасси ялĕнче пĕр хуçалăхăн анкартийĕнче тата Мишеркасси ялĕ çывăхĕнчи уйра, Кив Атикассинчи пĕр хуçалăхăн анкарти хĕрринче, Шулюра (типĕ курăк чĕртнĕрен сарай çунчĕ). Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салинчи пĕр урамра çỹп-çап çунчĕ. Палăртса хăвармалла, вунă пушартан улттăшĕ апрель уйăхĕнче пулчĕç, пурте вĕсем типĕ курăк тата çỹп-çап çунтарнăран алхасрĕç.

Республикăра апрелĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса пушара хирĕçле уйрăм режим çирĕплетрĕç. Ун вăхăтĕнче типĕ курăкпа çỹп-çапа ниçта та çунтарма юрамасть. Акă иртнĕ çул апрельте тухнă 13 пушартан 11-шĕ шăпах типĕ курăкпа çỹп-çап çунтарнă чухне вут-çулăмпа тимлĕ пулманран тухнăччĕ. Ун чухне пĕр çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснă çичĕ çынна административлă явап тыттарма тиврĕ. Çакна шута илсе, хисеплĕ район çыннисем, кăçал та çакăн пек ан пултăр, хамăр тата ыттисен сывлăхне упрас, хуралтăсемпе çуртсене сыхласа хăварас тесен кивĕ те типĕ курăка тата çỹп-çапа ан çунтарăр.

А.МИХАТАЙКИН, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика