Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУЛЬТУРА ÇУРЧĔСЕМ ÇĔНЕЛЕÇÇĔ

24 марта 2020 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас енĕпе хушма мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре кăçал курăмлă аталану çул-йĕрĕсем палăртнă.

«Культурăна аталантарасси» юхăмпа культурăпа кану учрежденийĕсен, библиотекăсен, культура сферинче хушма пĕлÿ паракан учрежденисен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатас тĕллеве тĕпе хурса районта чылай ĕç пурнăçланать.

Хальхи вăхăтра тăруках темиçе культура объекчĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. «Империя» ООО строителĕсем Акчелти культура çурчĕн çи виттине улăштараççĕ. Ĕнелĕнче вара культура çурчĕн шал енне çĕнĕ тĕс кĕртсе юсаççĕ. Чÿречесене, ăшă пăрăхĕсене, урайне улăштараççĕ, алăксене çĕнетеççĕ. Ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар пулин те строительсем ăна вăхăтра пĕтерес тесе тимлеççĕ.

Çак кунсенчех Сăрьелĕнчи, Хăвăлçырмари культура çурчĕсенче те тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене 1417-1094 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.

Культура учрежденийĕсенчи юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе ял тăрăхĕсенчи пуçлăхсем, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен тата капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕсен ертÿçисем Зарема Князевăпа Николай Петров паллашнă, кирлĕ сĕнÿсем панă.

Çавăн пекех çывăх вăхăтра юсав ĕçĕсене районти централизациленĕ клуб тытăмĕнче тата районти тĕп библиотекăра, Çĕнĕ Эйпеçри культура çуртĕнче, район администрацийĕн архив пÿлĕмĕсенче пуçăнмалла.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика