Хозанкинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ

20 марта 2020 г.

Ĕмĕр тăршшĕпе чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулнă, Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан Ольга Яковлевна Яруткинан пурнăçра асра юлмалли самантсем сахал мар пулнă.

Ĕçпе тыл ветеранĕ Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнче çуралса ỹснĕ, сакăр ачаллă çемьере вăл çиччĕмĕш ача пулнă. Ашшĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен аманса таврăннă, туяпа уксахласа утнă. Амăшĕ вара саккăрмĕш ачине çуратнă хыççăн пĕве хĕррине кĕпесем чỹхеме кайсан шăнса пăсăлать, ураран ỹкет, çичĕ çул хушши вырăнпах выртнă хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Пĕртăвансем çак йывăр хуйха пĕрле тỹссе ирттереççĕ, малалла пурăнма, йывăрлăхсене парăнтарма вăй çитереççĕ, шăпана ỹпкелемесĕр, пурнăçа юратса малаллах ăнтăлаççĕ. Аслăрах ачисем кĕçĕннисемшĕн амăшĕ вырăнне пулаççĕ, пĕчĕккисене хăйсем пекех ĕçе юратма вĕрентеççĕ. Шел те, пĕр ачи фермăра ĕçленĕ вăхăтра чирлесе ỹксе çамрăклах пурнăçран уйрăлса каять. Ыттисем вара ỹссе çитсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулаççĕ, çиччĕшĕнчен виççĕшĕ 90 çул урлă каçма пултарнă, вĕсенчен пĕри - Ольга Яковлевна.

18 çул тултарсан Ольга Яковлевна хулана ĕçлеме тухса каять. Шупашкар, Мускав, Ленинград хулисенче пĕр хушă ĕçлесе пурăннă хыççăн тăван ялне таврăнать те çемье çавăрса Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнма пуçлать. Ялхуçалăхĕпе çыхăннă ĕмĕрне çак ялтах ирттерет вăл. Уй-хир бригадинче, фермăра ĕçленĕ вăхăтра вăр-варлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрать. Колхоз уйĕнче тырă вырнă, тонни-тоннипе выльăх кăшманĕ, çĕрулми кăларса пуçтарса илнĕ чух ун аллинче ĕç выляса кăна тăнă. Вăй пур чух ĕçленĕçемĕн ĕçлес килнине палăртать Ольга Яковлевна.

Ĕçченлĕхне кура вăл хăй вăхăтĕнче чылай наградăна тивĕçнĕ, çав шутра - "11-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ" паллăна та. 90 çул тултарнă кун вара Ольга Яруткина Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ. Паянхи кун сумлă ватăна йăмăкĕн хĕрĕ пăхса тăрать, ытти тăванĕсем те унпа çыхăну тытаççĕ, ăна манмаççĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика