Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, уявра та хастар

13 марта 2020 г.

Февралĕн 29-мĕшĕнче Тури Çĕрпỹкасси ял варринчи тỹреме пĕтĕм ял çынни пухăнчĕ темелле - кунта Çăварни уявĕ иртрĕ. Ĕçре те, уявра та хастар туриçĕрпỹкассисем ку уява ялта тăтăшах ирттереççĕ, кăçал та йăлана пăсас темерĕç.

Кăçалхи уява ял çыннисем Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине халалларĕç. Çавăнпах пулĕ Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Кузнецова тата район Пухăвĕн депутачĕ Виктор Устинов ял çыннисене саламланă май А.Е.Маслова тăлăх салтак арăмне, Г.С.Яковлев, В.П. Прокопьева, С.И.Иванов, Г.И. Охромова, Г.В.Федоров тыл ĕçченĕсене Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе кăларнă юбилей медалĕсене парса чысларĕç.

Çăварни - халăх уявĕ, унта савăнăç хуçаланать, хĕрсем çỹçеллĕ тутăрсем çыхаççĕ, ял çыннисем çуналлă лашасемпе чупаççĕ. Анчах та юлашки вăхăтра ялта лашасем çук, çавăнпа та халĕ эпир "тимĕр утсемпе" чупатпăр. Çăварнире те ял çыннисем: Михаил Викентьевич Ярандайкин, Николай Петрович Белов, Александр Николаевич Дмитриев, Валерий Александрович Прокопьев, Вячеслав Александрович Кудряшов, Петр Викторович Устинов тата Денис Ремизов - хăйсен машинисене, мотоблокĕсене капăрлатса тухрĕç.

Капăр машинăсемпе ярăннисĕр пуçне спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç, уявра ташă-юрă, вăйă-кулă хуçаланчĕ, ял çыннисем чей ĕçсе, çуллă икерчĕ çисе сăйланчĕç. Уява лайăх йĕркелесе ирттерессишĕн Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Светлана Мурайкина тăрăшнине палăртмалла. Çавăн пекех шкул ачисем те, культура ĕçченĕсем те, ытти ял çыннисем те хăйсен тỹпине хыврĕç.

Иван НИКИФОРОВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика