Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Савăнар-ха пĕр харăс…»

04 марта 2020 г.

«Савăнар-ха пĕр харăс…»

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекчĕпе килĕшÿллĕн эпир, конгресс хастарĕсем, Тÿскелте пултăмăр.

Вырăнти культура керменĕнче пире Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, Алина Ермолаева организатор, «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн членĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç.

ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова проект тĕллевĕпе паллаштарнă май, ăна пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекенсене те сăмах пачĕ. Елчĕкре çуралса ÿснĕ Зинаида Вороновăна чăваш тĕрри-эрешне тĕпе хурса тĕрлĕ капăрлăх ăсталанипе, пуканесене «чун» кĕртнипе пĕлетпĕр. Шăпах хăйĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парса мастер-класс ирттерчĕ те вăл. Тухья, масмак, тевет, шÿлкеме тата ытти илемлĕх хатĕрĕсем шăрçа çумне шăрçа, тенкĕ çумне тенкĕ вырнаçуллăн пĕрлешсе «çурални» кашниншĕн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Надежда Васильева хореограф кунтах «Шуçăм» фольклор ушкăнне çÿрекенсене ташă хусканăвĕсене вĕрентрĕ, Людмила Кинер юрăç-композитор вара шĕвĕрккесемпе пĕр чĕлхе тупрĕ – вĕсем чăваш юррисене çăмăллăнах, хăвăрт шăрантарма хăнăхрĕç.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНК вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров çулталăк çаврăмĕнчи йăла-йĕркесем çинчен, Тÿскел тăрăхĕнчи анатри чăвашсен уявĕсен уйрăмлăхĕсене, ЧНК районти уйрăмĕн ертÿçи Николай Малышкин ялсенчи фольклор ушкăнĕсем йăх-несĕлсен аваллăхри культурине епле тытса пынине уçса пачĕç. Чăвашсен паллă сăвăçи Раиса Сарпи хăйĕн хайлавĕсене вуларĕ çеç мар, ял халăхне сăвă çырас ăсталăхĕпе те паллаштарчĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн пулăшуçи Зоя Яковлева «Шуçăм» фольклор ушкăнне культурăна аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн конгресс Тав хутне парса чысларĕ.

«Шуçăм» вара чăннипех маттур. «Çăварни юрри», «Мăнкун» уявĕн йĕрки тата Тÿскел ялĕн «Ни сарă мар, ни хура мар» тĕн юрри хăнасен тата куракансен чунне уйрăмах пырса тиврĕç. Аслă Çĕнтерÿ 75 çулне халалланă «Вăрçă чарăнни» сценкăна та витĕмлĕ хатĕрленĕ, ниепле те хумханмасăр, куççуль кăлармасăр пăхма май килмерĕ. Ăна вĕсем ку çул иртекен тĕрлĕ мероприятире кăтартас шухăшлă.

Уява хутшăннисем пурнăç сыпăнса пытăрччĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетĕрччĕ тесе урама тухса, хĕвеле май катаччи чупса хĕле ăсатрĕç. ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем те çăварнине хутшăнса лаша çуни çине ларса, юрла-юрла ял тавра çаврăнчĕç. Вĕсем те Тÿскелсемпе пĕрле анатри чăвашсен йăли-йĕркипе:

«Хĕл уйăхĕ виç уйăх: раштав, кăрлач, пĕр нарăс. Çамрăк ĕмĕр – пĕр хуйăх, савăнар-ха пĕр харăс…» – тесе юрларĕç.

З.ЯКОВЛЕВА.
Г.НИКИФОРОВ.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика