Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта пĕр кунта икĕ ФАП уçнă

05 ноября 2019 г.

Районта пĕр кунта икĕ ФАП уçнă

«Чăваш Республикинчи ялсенче пурăнакансене медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине аталантармалли хушма мерăсем çинчен» указа пурнăçа кĕртсе юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче пирĕн районти Ураскассипе Киччĕ ялĕсенче ФАПсем уçăлнă.

Çĕнĕ объектсем алăкĕсене уçасса чылайранпа кĕтнĕ ĕнтĕ ял çыннисем. Паянхи кунпа килĕшÿллĕ тунă фельдшерпа акушер пункчĕсене, ку чухнехи оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Вĕсенче квалификациллĕ медицина кадрĕсем ĕçлеççĕ. Халĕ ялта пурăнакансем хăтлă тата санитари нормине тивĕçтерекен условисемпе килĕшÿллĕ медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

Уяв мероприятийĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, Мучарпа Элпуç ял тăрăхĕсен ертÿçисем О.Шакшинапа А.Гаврилов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Т.Игнатьева, подряд организацийĕсен ертÿçисем, медицина работникĕсем, ĕç ветеранĕсем, ялсенче пурăнакансем хутшăннă, сăмах тухса каланă.

-Республика пуçлăхĕсем "Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне пурнăçласа ялсенчи пурнăçа лайăхлатассишĕн чылай ĕç туса ирттереççĕ. Кашни ял çыннине пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассишĕн тимлеççĕ. Паян районта 9-мĕшпе 10-мĕш ФАПсене уçатпăр. Сывлăхăра упрăр, çĕнĕ медицина учрежденийĕ ку енĕпе пулăштăр сире,-тенĕ Владимир Алексеевич киччĕсемпе, ураскассисемпе тĕл пулнă вăхăтра.

Киччĕпе Ураскасси çыннисем Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, сывлăх сыхлавĕн министрне Владимир Викторова, район, ял тăрăхĕсен, больница администрацийĕсене, подрядлă организацисене, ФАП тума хутшăннă кашни çынна тав тунă.

Асăннă ялсенчи халăхшăн çĕнĕ объектсене уçни чăн-чăн уяв пулнă. Юлашкинчен пурте пĕрле фельдшерпа акушер пункчĕсенчи хăтлă условисемпе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика