Айбечский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эйпеç фермерĕ – кĕмĕл призер

18 октября 2019 г.

Юпа уйăхĕн 9-12-мĕш кунĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне – 2019» куравĕ ĕçленĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен канашлура пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республика делегацийĕ форумăн ĕçлĕ программин тĕп мероприятийĕсене пурне те, çав шутра куравăн пĕрремĕш кунĕнчи тĕп пулăма – Пĕтĕм тĕнчери Iагропромышленноç форумне – хутшăннă. Ку мероприятире тухса калаçнă Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев çакна палăртнă: 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Яллă вырăнсене кал-кал аталантарасси» ведомствăн тĕллевлĕ программине «Яллă вырăнсене комплекслăн аталантарасси» патшалăхăн çĕнĕ программи улăштарать. Ăна 2025 çулччен пурнăçа кĕртме 2,3 трлн тенке яхăн укçа уйăрма пăхнă.

 Форум программипе килĕшÿллĕн регионсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли программăсене туса хатĕрлес ĕçе халалланă «çавра сĕтел» калаçуран пĕринче Раççейри 10 субъекта пулăшас тĕллевпе федераци бюджетĕнчи 1 млрд тенкĕ хушма субсиди куçарасси пирки сăмах хускатнă. Çав калăпăшран 145 млн тенкине Чăваш Енри ялта тавар туса кăларакансене производствăна çĕнетме янă тăкаксен 90 процентне саплаштарас тĕллевпе куçарса параççĕ.

Кăçал çÿлерех асăннă курава Чăваш Енри АПКн 38 предприятийĕ, çавăн пекех хăйсен продукцине 70 конкурс мероприятийĕнче кăтартма тăратнă муниципалитетсем хутшăннă. Республикăри ялта тавар туса кăларакансем 4 Тав çырăвне тата 69 медале, çав шутра 39 ылтăн, 21 кĕмĕл тата 4 пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Пирĕн районти Эйпеç ялĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине Николай Ястребова «Ĕçе пуçăнакан фермер» номинацире кĕмĕл медальпе чысланă.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

 

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, д.Айбечи, ул.Центральная, д.32
Телефон: 8(83538) 2-46-12
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика