Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унран вĕренмелли нумай

04 октября 2019 г.

Ăнсăртран ман алла Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул выпускникĕсен Никита Плешковпа Евдоким Бородкинăн ал çырăвĕ лекнĕччĕ. Хусанти аслă шкулсенче вĕренекенсем Н. Чумерин преподавателĕн тăрăшуллă ĕçне вырăна хурса çырнăскер вăл. Анлă тавра курăмлă наставникне çамрăксем аслă юлташĕ вырăннех хураççĕ-мĕн. Николай Иванович урокĕсем, канашĕсем вĕсене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме май панăшăн хăпартланаççĕ.

Çар академийĕнче вĕренекен В. Ялуков та вĕрентекенĕн ырă канашĕсене ăша хывнине кашни курмассеренех палăртать.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕренекен А. Поляков та Николай Ивановичпа çыхăнăва татмасть.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе шкулти сывлăха çирĕплетекен лагерьте ĕçлеме те кăмăл турĕ. Чĕререн тухакан тав сăмахĕсене илтме кăмăллă. Вĕсем малалла пурăнма, тăрăшса ĕçлеме хавхалантараççĕ. Каш ни выпускрах пулаççĕ çакнашкал вĕренекенсем. Çавсем мар-и-ха тăрăшуллă ĕçĕн тутă çимĕçĕсем.

Педагогикăра 40 çул Н. Чумерин. Вăхăтĕнче Николай Ивановича пурнăç çулне суйласа илме хăйне те Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулта вĕрентекен учительсем пулăшнă. В. Колпаковпа К. Лекарев чĕнсе илсех И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика уйрăмне вĕренме кайма сĕннĕ. Районти вĕрентỹ управленийĕ направлени те панă. Хирĕçлеймен çакна çамрăк.

Дипломлă специалист вара каялла тăван енех таврăннă. Пĕр вĕренỹ çулĕ Тăрăнти шкулта ĕçленĕ.

- Пурнăçра лайăх çын семпе ĕçлеме тỹр килнишĕн хĕпĕртетĕп. И. Илехметов директор мана пĕрремĕш çулах математика, ĕç, черчени урокĕсене сĕнчĕ. Занятисем хыççăн та вăхăта усăсăр ирттермен. 8 класс ачисемпе радиоузел кĕртрĕмĕр,- тет иртнине куç умне кăларса вĕрентекен.

Телейĕ юнашарах çỹренĕ Н. Чумеринăн. Çуралнă ялти физика вĕрентекенĕ пенсие кайнăран çулталăкранах Çĕнĕ Ахпỹрте куçнă вăл. Кунта та предметника кăмăлтан кĕтсе илнĕ. Вăл вăхăтри директор К. Лекарев Николай Ивановичăн урокĕсене итлеме кĕрсен çамрăкра малашлăх пуррине сиснĕ. 3 çултанах завуча лартнă. Каярахпа директор пуканне йышăнма тивнĕ.

Паянхи пурнăçпа иртнĕ ĕмĕр вĕçĕн юлашки çулĕсене тан лаштараймăн. Ытла та хĕсĕкчĕ- çке пурте. Ĕç укçипе татăлса пыма кансĕрччĕ. Шкулсене вутăпа, кăмрăкпа хутнă. Транспортне тупса кайсассăн та Канашра черечĕ вĕçсĕрччĕ. Çавах йывăрлăхсене çĕнтернех. Çак тапхăртах демографи лару-тăрăвĕ те улшăнчĕ. Ялта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул юлчĕ. Реструктуризаци вăхăтĕнче Николай Иванович вара Патăрьелне ĕçе куçрĕ. Кунти иккĕмĕш вăтам шкулта 14 çул ачасене физика тата астрономи предмечĕсене вĕрентет. Ĕç условийĕ тивĕçтернишĕн савăнать. Педагогика коллективне ертсе пыракансем çакăн çине пысăк тимлĕх уйăр нине палăртать.

- Кирек хăш темăна ачасем патне çитерме те кăтарту пособийĕ çителĕклех пирĕн. Çитĕнекен ăру хăлхапа мĕн илтнипе çеç çырлахмасть-çке. Вĕсен япалана алăпа тытса пăхмалла. Çавăн чухне куçпа курни асра юлатех. Киле ĕç панă чухне те урокра кирлĕ макетсем хатĕрлеме ыйтатăп. Ĕçе мĕн чухлĕ пурнăçлама пултарнине кĕсье телефонĕпе ỹкерттерме сĕнетĕп. Кашни ачан интересĕ çуралать. Çак материалсемпе наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Лайăхраххисене упраса пыратăп. Акă иртнĕ вĕренỹ çулĕнче П. Мазяковпа Н. Викторов ăсталанă урока кирлĕ ĕç хатĕрĕсене ку вĕренỹ çулĕнче те кăтартса усă куратăп-ха,- тет Николай Иванович.

Çынна тимлĕ итлеме пĕлекен педагог пуç тавра шухăшламасăр пĕр сăмах та персе юмасть. Ачасене те çавнашкал пулма ыйтать. Пурнăçра çиччĕ виçсе пĕрре касни вырăнлах-çке. Çавăнпа хисепе тивĕç те вĕрентекен.

Çемйинчен те тĕслĕх илмелĕх пур вĕсеннинчен. 39 çул пĕрле пурăнаканскерсем "Юратупа шанăçлăх" медальне тивĕçрĕç. Татьяна Владимировнăпа вĕсем 2 хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларнă. 5 мăнукĕпе савăнаççĕ. Педагогсен çемйи Чумеринсен. Мăшăрĕ ачасене шкулта математикăпа вĕрентнĕ. Оля хĕрĕ вара Шупашкарти пĕр садикра воспитательте ĕçлет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пирĕн районта республикăри шкулсенче физика, математика, информатикăпа астрономи предмечĕсене вĕрентекенсен фестивалĕ иртрĕ. Унта халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Н. Чумерин уçă урок парса гран-прине тивĕçрĕ.

Ытти çулсенче те хутшăннă вăл çакнашкал фестивальсене. Пиллĕкĕшĕнче лауреат пулнă. Районта физика предметне вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертỹçи ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать.

Сăмах май çакна та палăртмалла: республикăри вĕрентекенсем категорине ỹстерес енĕпе аттестаци витĕр экспертсен урлă тухаççĕ. Николай Иванович шăпах çак комиссинче те улттăмĕш çул тăрать.

Обществăлла пурнăçра та харсăр ветеран. Коллективри художество пултарулăх ăстисенчен юлмасть. Халĕ районта педагогика училищи уçăлнăранпа 90 çул çитнине паллă тума хатĕрленсе хорпа юрăсем вĕренеççĕ.

Килти хуçалăхра çемьепе пыл хурчĕсене тытма та, кайăк-кĕшĕк ỹстерме те, пахча-çимĕç çитĕ нтерме те вăхăтне тупать педагог. Çавăнпа кирек хăш енĕпе те тĕслĕх илмелли пурах вĕренте- кенрен.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика