Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă социаллă педагог

20 сентября 2019 г.

Вăтăр çичĕ çул тăрăшать Йăнтăрчă шкулĕнче Вера Николаевна Яковлева. Канашри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн малтан пуçламăш классемпе ăнăçлă ĕçленĕ, 17 çул социаллă педагог ĕçне йĕркелесе пырать. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, яланах вăхăтра пурнăçлать. Вера Николаевна социаллă, профилактика ĕçĕсене, ачасемпе тата çемьесемпе тачă çыхăну тытса тăвать. Ачасем ăна юратаççĕ, ашшĕ-амăшĕсем хисеплеççĕ.

Кăçал Йăнтăрчăри вăтам шкулта социаллă педагогсем ачасемпе тĕрлĕ кăсăклă занятисем ирттерчĕç, хăйсен ăсталăхне туптарĕç. Вера Николаевнăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç.

Çав вăхăтрах Вера Яковлева пĕлĕвне, опытне ÿстерсех пырать. Хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курать. Социаллă сетьре шкулсен хушшинче «Сывлăха - усăллă апат-çимĕç» темăпа ирттерекен акцинче, ачасене хутшăнма йĕркелесе, малти вырăнсенче пырать. Тĕрлĕ семинарсене, курссене вĕренме çÿрет, çавра сĕтелсене хутшăнать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика