Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чĕрĕ çăлкуçа» тасатнă

06 сентября 2019 г.

 

Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи Тенеяль хуторĕ (Октябрь выçăлкки) чи пĕчĕк ял шутланать. Кунта тавралăх уçă та таса. Ял вĕçĕнчи çăл иртен-çÿрене хăйĕн патне йыхравлать. Ял çыннисем ăна сиплĕхĕшĕн «Чĕрĕ çăлкуç» тесе ят панă.

Питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Икĕ енĕпе хурăнсен аллейи, çăл патне пыма çул сарнă. Кунтах канмалли вырăн та пур, иртнĕ çул вĕсене çĕнетнĕ.

Сиплĕ шыв таканасем тăрăх кÿлле юхса тухать. Çăлне вунă çул каялла тасатнăччĕ, пăрăхсем хывнăччĕ. Çак кунсенче ял администрацийĕ кÿлле тасатнă. Кÿлĕ тĕпне пуçтарăннă тасамарлăха экскаваторпа хырса кăларнă, çыран хĕррисене çĕнĕрен купаланă. Халĕ шыв тăрă та таса. Çывăх вăхăтрах ун таврашне газон курăкĕ акса хăварасшăн.

Кÿлле тасатма выçăлккăра çуралса ÿснĕ пĕртăван Сергеевсем техникăпа пулăшнă. Çынсем кунта пулăсем те ĕрчетесшĕн.

 

 
Мой МирFacebook

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика