Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат тĕпелĕнче - Лидия Ковалюк

10 сентября 2019 г.

Лидия Ковалюк пирĕн районти Алманчă ялĕнче çуралса ỹснĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филилоги факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, комсомол тытăмĕнче ĕçленĕ, Шупашкарти çамрăксен общежитийĕнче воспитательте тăрăшнă, республикăри Кĕнеке юратакан обществăна нумай çул ертсе пынă.

Лидия Ковалюк - РФ журналистсен тата РФ писательсен союзĕн членĕ, 8 кĕнеке авторĕ, Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. Хальхи вăхăтра Лидия Алексеевна Чăваш Республикинчи Писательсен "Хурăнташ" союзĕн председателĕн çумĕнче вăй хурать.

Патăрьел юрри

Паттăрсем çитĕнтеретĕн

Эс, юратнă Патăрьел.

Патăрьел, эс ман тивлетĕм,

Эс - чунри сỹнми хĕвел.

Хушса юрламалли:

Эс каланă пил сăмахĕ

- Пирĕн ỹсĕм пуласси.

Патăрьел - телей çăтмахĕ,

Патăрьел - тĕнче сасси.

Çул çинче те эс пулатăн

Манпала юнашарах.

Çуталса юхать Пăла та

Тĕнчере пĕрре анчах.

Хушса юрламалли.

Мĕн тери илемлĕ, ирĕк

Юрăсем эс янратан.

Çавăнпа пире те çирĕп

Утăмпа утма аван.

Хушса юрламалли.

Тĕпел юрри

Савнă ялăма çула тухсассăн

Шавлă кун сасси те çухалать.

Çĕн пỹртре хăна-вĕрле пухсассăн

Кил тĕпелĕ йăлтăр! çуталать.

Хушса юрламалли:

Тавах, тăван ял-йышăм,

Тавах, тăван кил-йышăм,

Кил вучахĕ пултăр чун ăшши.

Тавах, тăван аттеçĕм,

Тавах, тăван аннеçĕм,

Кил тĕпелĕ пултăр çурт ăшши.

Ял-йышпа çĕклерĕмĕр мăнаçлăн

Çак çурта эпир хăпартланса.

Ĕмĕтпе кил-йыш çỹрерĕ аслăн

Пултаруллă ỹсĕме шанса.

Хушса юрламалли.

Вăрăм çул тăван яла çитет те

Çĕн пỹрте чĕнет йышпа пĕрле.

Ал çупса ташша яма та хатĕр

Тĕпеле иртсен хăна-вĕрле.

Хушса юрламалли.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика