казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Амăшĕсем отпускра та вĕренеççĕ

20 августа 2019 г.

Ача çуралнă хыççăнхи отпускра чылай хĕрарăм ĕç пирки манать паллах. Анчах та ĕçе тухмалли вăхăт çывхарса пынăçемĕн коллектива тепĕр хут хăнăхасси, ĕç сферинчи улшăнусем пулни пирки ытларах та ытларах шухăшлаттарать. Çавăнпа ĕнтĕ ача виçĕ çула çитиччен чылай амăшĕ хăйĕн професси ăсталăхне ỹстерме, хăшĕсем вара пачах та урăх специальноçа алла илме тăрăшаççĕ.

Çакăн пек амăшĕсене шăпах «Демографи» нацпроект пулăшать. 

Ун шайĕнче «Содействие занятости женщин - создание условий дошкольного образования для детей до трех лет» федераци проекчĕ пурнăçланать. Проект тĕллевĕсенче палăртнă тăрăх, 2024 çул тĕлне çĕршывра декрет отпускĕнчи пурĕ 230 пине яхăн хĕрарăм çĕнĕ професси алла илме е професси ăсталăхне ỹстерме пултармалла. Çавна май ача сачĕсенче те виçĕ çулчченхи ачасем валли вырăнсем йĕркелеме палăртнă. 

Вĕренес текен хĕрарăмсем ятарлă курссене ĕçпе тивĕçтерекен центрсем урлă кайĕç. Çитес çултанпа çак ĕç пысăк масштабпа пурнăçланма тытăнмалла. 

Хальхи вăхăтра та ачисем виçĕ çула çитмен амăшĕсем ĕçпе тивĕçтеркен центрсем урлă вĕренỹ курсĕсене каяççĕ. Чăваш Республикинче те акă «Содействие занятости населения» патшалăх программи ĕçлет. 

Шăмăршăри ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ Сергей Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Шăмăршă районĕнчи 4 хĕрарăма декрет отпускĕ вăхăтĕнче вĕренỹ курсĕсене явăçтарнă. Вăл шутра - декрета тухиччен ниçта та ĕçлемен хĕрарăмсене те. Çак курссем хĕрарăмсемшĕн тỹлевсĕрех иртеççĕ, хĕрарăмсене вара стипенди те тỹлеççĕ. Вĕсем валли республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. 

- Кăçал вĕренме кайнă хĕрарăмсенчен иккĕшĕ бухгалтер профессипе квалификацине ỹстерет. Çавăн пекех сутуçă профессине тата чĕрнесене пăхса тăрассипе ĕçлекен специалиста вĕренме кăмăл тунисем те пулчĕç, - палăртрĕ Сергей Владимирович. 

Иртнĕ çул та Шăмăршă районĕнчи 4 хĕрарăм вĕренỹ курсĕсене çỹресе çĕнĕ профессие алла илнĕ тата ăсталăхне ỹстернĕ. Апла вĕсем çĕнĕ пĕлỹпе тата конкуренци пултарулăхĕпе ĕçе кỹлĕннĕ. 

Çапла наци проекчĕ пулăшнипе пирĕн районти тата ытларах çамрăк амăшĕ хăйсен малашлăхри тĕллевĕсене пурнăçлама пултарĕ. Çав вăхăтрах наци проекчĕ пурнăçланнăран вырăнти предприятисене те кирлĕ специалистемпе тивĕçтерме май пулĕ. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика