Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИÇНĔ ТЫРРА ПУÇТАРМА ÇАНТАЛĂК УРА ХУРАТЬ

20 августа 2019 г.

ПИÇНĔ ТЫРРА ПУÇТАРМА ÇАНТАЛĂК УРА ХУРАТЬ

Пиçнĕ тырра пуçтарма çанталăк ура хурать

Августăн çурринче çитрĕмĕр ĕнтĕ. Уй-хирте вара комбайнсен шавĕ те, «хурçă утсен» кĕрлевĕ те туллин илтĕнмест-ха. Куншăн вара пысăк тухăç илессишĕн мĕн çуркуннерен пуçласах ырми-канми тăрăшнă çĕр ĕçченне наянлăхĕшĕн айăплассăм килмест-ха. Туллин, пĕтĕм вăй-хăватпа ĕçлеме çанталăк ура хурать ăна. 

Ĕç-пуçпа паллашма «Новый путь» хуçалăха çул тытрăм. «Мухтанмаллиех çук», - ассăн сывласа пĕлтерчĕ ял хуçалăх предприятинчи тĕп агроном Николай Тихонов. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал Сурăмсем вырмана та 3-4 кун каярах пуçланă. Иртнĕ çул вара августăн 23-мĕшĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле вырса пĕтернĕ.

- Пĕтĕмпе 1135 гектар çинчен кĕрхисене вырса илмелле. Хальлĕхе 300 гектара яхăн çеç вырнă. Кĕрхи тулă, урпа, ыраш культурисене çапса тĕшĕленĕ, - палăртать Николай Иванович.

Тырă тухăçĕ вара япăхах мар, вăтамран 30 процент тухать. Тĕшĕри нÿрĕкĕ кăçал пысăкрах пулнăран сушилкăпа типĕтме тивнине те пытармасть. 15 процентран ытларах пулсан складсене типĕтмесĕрех кĕртсен кăвакарса пахалăхне çухатнине пĕлтерет тĕп агроном.

 Тырра сушилкăпа типĕтеççĕ

Комбайнерсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпех туллин усă кураççĕ. «Уй-хир» карапĕсен штурвалĕсем умĕнче вара вăйпиттисем. Владимир Павловпа Вениамин Константинов комбайнерсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасемех ĕнтĕ. Артем Павловпа Андрей Константинов пулăшакансем те, çамрăк пулин те, хăйсен опытлă ĕçтешĕсенчен юласшăн мар. Эдуард Степановпа Александр Евдокимов водительсем татти-сыпписĕр йĕтем çине тырă турттарнинчен те ĕç ăнăçлăхĕ чылай килнине пытарма кирлĕ мар. Чĕрĕрех тырра Мăн Шĕвĕшри сушилкăна илсе кайнă. Кунта ăна Вениамин Афанасьевпа Алексей Никитин типĕтнĕ. Нÿрĕк пысăках пулман тĕш тырра вара Чăваш Сурăм, Шĕвĕш йĕтемĕсем çине черетпе леçнĕ. Кунта уйран килнĕ тырра тасатса тирпейлессипе чăн-чăн хастарсем ĕçлеççĕ. Мăн Шĕвĕшри йĕтем çинче чылай çул хуçалăхра тăрăшакан Маргарита Алексеевăпа Елена Яковлева аслă классенче вĕренекен 4 ачапа тĕш тырра алланă, пÿлмене кĕртсе хунă. Халĕ, уйран тырă килмен чухне, вăрлăх хатĕрлессипе ĕçлет-ха пысăках мар ушкăн.

Чăваш Сурăмĕнчи йĕтем çинче вара шкул ачисемпе студентсем «хуçаланаççĕ». Аслăрах ÿсĕмри арçынсене вăрлăх алама, им-çамлама шаннă. Вăрлăха алласа çитерсен хăйсемех акма каяççĕ.

 Вăрлăха çĕнетессипе те ĕçлеççĕ

 Сăмах май, «Новый путь» хуçалăхра ĕç пĕрин хыççăн тепри черетленсе пырать. Тырра пуçтарса кĕртнĕ уйсене хыççăнах улăма тирпейлекен, суха тăвакан «хурçă утсем» тухаççĕ. Вĕсен те ĕçтешĕсем пекех пĕр тĕллев - кĕрхисене валли вăхăтра çĕр хатĕрлемелле. Килес çул пысăк тухăç илес тесен уйсене вăхăтра «шуратса» хăвармалла. Ку енĕпе те хуçалăх ертÿçин те, тĕп агрономăн та чĕрисем ыратаççех. Татти-сыпписĕр çумăр çуса тăнăран каллех уйсене кĕме çук. Çавăнпа та 470 гектар акма палăртнă лаптăка 40 гектар çеç акнă. Сухаламалли вара тата тепĕр пĕр пин гектар.

Сурăмсем вăрлăх пахалăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕп агроном пĕлтернĕ тăрăх, çулсеренех кондицие ларнă пысăк пахалăхлă вăрлăх акаççĕ. Çавăн пекех кашни çул вăрлăха çĕнетессипе те сахал мар ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть кĕрхи тулă, ыраш, «третийкалий» вăрлăхĕсене 22 тонна туяннă. Тĕш тырăн сутлăх хакĕ халĕ çĕр ĕçченне тивĕçтернĕрен ытлашшине сутассипе те ĕçлеççĕ.

Уй-хирте тăрăшакан çынна ĕçлеме условисем туса пани, вĕри апатпа тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăх столовăйĕн- че тăрăшакан поварсем кунне иккĕ те уя, йĕтем çине каяççĕ, тутлăхлă апатпа сăйлаççĕ. Кашни кунах ир кÿлĕмех комбайнерсем уяр çанталăк пуласса шанса ĕçе васкаççĕ-ха. Çанталăк вара çĕр ĕçченне майлă мар тейĕн.

Эльвира КУЗЬМИНА.   

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика