Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урам уявне çулленех ирттересчĕ

19 июля 2019 г.

Урам уявне çулленех ирттересчĕ

Çапла пĕр шухăшлăн калаçса татăлчĕç Тăрмăш ялĕнчи Плехановпа Мичурин урамĕсенче пурăнакансем черетлĕ праçник хыççăн.

Пирĕн урам... Кашни çыннăн чĕрин-чех ăшă туйăм çуратаççĕ çак сăмахсем. Вĕсенче çуралса ачалăха ирттернĕ вăхăтсем те, тăван тăрăха юратни те, унпа мăнаçланни те, савăнăçлă пулăмсене асра тытни те палăрать.

Чылайăшĕ кунтах тĕпленнĕ, ача-пăчаллă пулса несĕл тымарĕсене малалла тăсаççĕ. Теприсем уява ятарласа ытти çĕртен килеççĕ. Калаçу çăмхине сÿтсе кашниех ачалăх-яшлăх вăхăтсене куç умне кăларма тăрăшрĕ. Кĕрекере шăкăл-шăкăл калаçса ларнă майăн, урамсен хăтлăхĕшĕн тимлесе пурнăçламалли ĕçсене те тишкерчĕç. Урам кунне çулсеренех утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче - Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалласа ирттерессине йăлана кĕртнĕ кунта.

Çак урамсенче тĕлĕнмелле ырă та сăпайлă, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. «Савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ, йывăр вăхăтра та яланах юнашар пулса пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр»,- тесе калас килет вĕсем пирки. Екатерина Григорьевна Скворцова - çулĕпе чи асли, 88 çулта пырать. Чи çамрăкки - Дмитрийпе Анжелика Григорьевсен Ульяна ятлă хĕр ачи часах виççĕ тултарать.

Урам уявне пурте пĕрле, тĕплĕн хатĕрленчĕç. Ялти вулавăш ĕçченĕ Любовь Андреева тăван тăрăх историйĕ, ку тĕлĕшпе пичетленнĕ материалсем çинчен чарăнса тăчĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева çак урамсенчи сумлă ĕçченсене ятран асăннă май, хăш-пĕр çемьесене Тав çырăвĕсемпе палăртрĕ. Хисепе тивĕçнисем хушшинче - пĕртăван Григорьевсен - Василий, Юрий тата Валерий Петровичсен çемйисем, Владимир Алексеевичпа Любовь Якимовна Ивановсем, Валерий Григорьевичпа Лидия Алексеевна Григорьевсем. Пурте вĕсем ял çинче сумлă, юратупа килĕшĕве хакласа пурăнакан мăшăрсем. 2016 çулта çак урамри Василий Петровичпа Альбина Егоровна Григорьевсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса хавхалантарнă. 40 çул çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса, çемье хаклăхне упраса утаççĕ вĕсем пурнăç çулĕпе. 11 мăнукпа савăнаççĕ халĕ. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ял пурнăçĕнчен айккинче тăмаççĕ. Альбина Егоровна профессийĕпе ветврач, паян та ялта нумайăшĕ унран пулăшу ыйтать. Кирек хăçан та чĕнекенсем патне çитме васкать ăста выльăх тухтăрĕ.

Ял старости А.А.Антонов çакăн пек уявсем туслăхпа тăванлăха, пĕрлĕ-хе çирĕплетме кирли çинчен каларĕ. Çĕршыв мăнаçлăхĕ, аталанăвĕ пĕчĕк çемьерен пуçланать, терĕ.

Ĕçре кăна мар, çапла пĕрле пуçтарăнса туслăн канма та пĕлеççĕ Плехановпа Мичурин урамĕсенче пурăнакансем. Ачисемпе пĕрле уява хутшăнни те ыррине вĕрентет çамрăксене.

Уява Л.Андреева йĕркелесе ертсе пычĕ. Программăра çавăн пекех тĕрлĕ халăх вăййисемпе кĕввисем пулчĕç. Ытларах вара чăвашла илемлĕ юрăсем шăранчĕç. Кашниех хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйларĕ.

Çак уявăн тепĕр ырă самантне те палăртса хăварас килет. Упăшкисем мăшăрĕсене парнелеме уйран ромашка чечекĕсем татса килнĕ. Паллах, юратнă çыннисен аллинчен чечек çыххисем илнĕ майăн чиперуксен сăн-пичĕсем çуталчĕç.

Урам кунĕ пурне те савăк кăмăл парнелерĕ, вăл дискотекăпа вĕçленчĕ

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика