Айбечский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускаври Акатуйран – парнесемпе

11 июля 2019 г.

Иртнĕ шăматкун Раççейĕн тĕп хули чăваш халăхĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ирттерекен наци уявне хутшăнакан хăнасене йышăннă. Мускаври Акатуйра Йĕпреç районĕн çыннисем те пулнă.

Çав кун çанталăкĕ сулхăнрах тăнă пулсассăн та, туслă та килĕшÿллĕ чăваш халăхĕ, уява килнĕ мĕнпур хăнасем пĕр – пĕринпе тĕл пулсан, чун – чĕрисен хĕрÿлĕхĕпе туллин савăннă, çĕкленÿллĕ кулă–ташăра хăйсен хавхаланăвне уçса панă.

 Акатуй çурхи уй- хир  ĕçĕсене сăнласа паракан композицирен пуçланнă. Уявра хресченсем усă куракан чă –чăн сухапуçне те кăтартнă. Халапа ĕненес пулсан, сухапуç хăйне тытса пăхакан кашни çыннах чир-чĕр ересрен тата усал–тĕсел хур тăвасран сыхлать-мĕн.

 Уява хутшăннă çынсене ырлăх-сывлăх сунса Мускав хулинчи чăвашсен наципе культура аталанăвĕн автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн ертÿçи Николай Угаслов, Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов тата ытти хаклă хăнасем саламланă. Чăваш Енĕн Полномочиллĕ представителĕ Петр Чекмарев регион пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Акатуя хутшăннă çынсемпе хăнасем патне янă салама вуласа панă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, уявра пархатарлă ĕçре палăрнă хастарсене – тыр-пул ÿстерекенсене, уй-хир паттăрĕсене савăнăçлă ларура чысланă. Çак чыса тивĕçнĕ 14 çынран тăваттăшĕ – пирĕн районтан. Вĕсем çаксем: «Пионер» агрофирма» ООО директорĕ Николай Николаев, çак агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Вячеслав Михайлов, хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Николай Ястребов (Эйпеç ялĕ) тат «Красный партизан» колхоз тракторисчĕ Николай Пашков, Пирĕн ентешсем Чăваш Ен Полпречĕн Тав хучĕсене тата «Порт-Коломна» карапсем çÿретекен компании ертÿçи Владимир Алексеев ячĕпе парнелесе çырнă швейцари сехечĕсене тивĕçнĕ.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

 

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, д.Айбечи, ул.Центральная, д.32
Телефон: 8(83538) 2-46-12
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика