Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почта ĕçченĕсене саламларĕç

12 июля 2019 г.

Çулсеренех июлĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Районти почта ĕçченĕсем ăна ĕнер, июлĕн 11-мĕшĕнче, паллă турĕç. Почтальонсене Çĕмĕрлери почтамтăн начальникĕ Жанна Досаева, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Алина Ярабаева, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Оринова саламларĕç, Хисеп грамотисемпе Тав сăмахĕсем парса чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятире Штанашри почта уйрăмĕн начальникĕ Вероника Зотова Раççей почтин Тав сăмахне, Шĕмшешри почта уйрăмĕн почтальонĕ Юлия Михеева - Раççей почтин Хисеп грамотине, Хĕрлĕ Чутайри почта уйрăмĕн начальникĕ Нина Товина РФ Цифра аталанăвĕн, çыхăнăвăн тата массăллă коммуникацисен министерствин Тав сăмахне тивĕçнине пĕлтерчĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине Хусанушкăнчи почта уйрăмĕн почтальонĕ Любовь Долгова, Утаркассинчи почта уйрăмĕн почтальонĕ Валентина Микушкина, Питĕркассинчи почта уйрăмĕн начальникĕ Наталья Михуткина, Ачкассинчи почта уйрăмĕн начальникĕ Лариса Волкова, Атнарти почта уйрăмĕн почтальонĕсем Нина Железновапа Елена Михуткина тивĕçрĕç.

Район хаçатне халăх хушшинче сарас кăтартусене упраса хăварма пултарнăшăн Кив Атикассинчи почта уйрăмĕн коллективĕ (начальникĕ Алина Максимова) "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн редакцийĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ.

Раççей почтин кунĕ ячĕпе тата профессири кăтартуллă ĕçсемшĕн Çĕмĕрлери почтамтăн Хисеп грамотисене Утаркассинчи почта уйрăмĕн почтальонĕ Инна Захарова, Ишеккассипе Тумликасси ялĕсен почтальонĕ Галина Сатлайкина, Шĕмшешри почта уйрăмĕн начальникĕ Ольга Михеева, Штанашри почта уйрăмĕн начальникĕ Вероника Зотова, Пантьăкри почта уйрăмĕн начальникĕ Наталья Морозова, Питĕркассинчи почта уйрăмĕн начальникĕ Наталья Михуткина тивĕçрĕç.

Почтальонсем, сумкисем тĕрлĕ таварпа йывăрланнă пулин те, район çыннисене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Çĕнĕ хыпарĕсем вара район тĕкĕрĕнче - "Пирĕн пурнăç" хаçатра - кун çути кураççĕ. Шăпах ăна сарас тĕллевпе тăрăшаççĕ районти почтальонсем. Пур çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене те професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Эсир район çыннисем патне çитерекен хыпарсем яланах лайăх пулччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, малашне те район хаçатне çырăнтарма сирĕн сывлăхăрсем çирĕп пулччăр, кăтартăвăрсем ỹсчĕр, ỹсĕмсен чикки ан пултăр.

А.ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика