казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Министр районти лăру-тарупа паллашнă

16 июля 2019 г.

Министр районти лăру-тарупа паллашнă

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ĕçпе социаллă хỹтлĕх министерствин министрĕ С.Дмитриев пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревпе пулнă. Сергей Петрович район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Денисовпа Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатне, Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен тата халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрсене çитсе курнă, унти лару-тăрупа паллашнă.

Карапай Шăмăршăри интернат директорĕ С.Галкин кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă. 2019 çулта интерната 50743 млн тенкĕ укçа куçарнă, çав шутран республика бюджетĕнчен – 29963 млн тенкĕ. Учреждени тỹлевлĕ ĕçсем пурнăçласа 20780 млн тенкĕ хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Интернат йышăнакан лаптăк 3,98 гектарпа танлашать. Кунта 15 зданипе сооружени вырнаçнă, иккĕшĕ - пурăнмалли корпуссем. Интернатра 178 койка-вырăн. Чирлисене 5 хутчен апатлантараççĕ, куллен медицина пулăшăвĕ параççĕ. Пĕр çынна тытса тăма уйăхра 21400 тенкĕ каять.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пуçлăхĕ С.Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çурçулта ĕç шыраса 446 çын килнĕ. 385 çынна ĕçе вырнаçтарнă. 45 çын ĕçпе тивĕçтерессе кĕтсе черетре тăрать.

Халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр ертỹçи Н.Федорова каласа панă тăрăх районта 11989 çын пурăнать. Вĕсенчен 4057 çын тĕрлĕ социаллă пулăшăва, пурĕ 29,1 млн тенкĕлĕх (федераллă бюджетран – 11,9 млн, республика бюджетĕнчен – 12,2 млн), илсе тăрать. Амăшĕн капиталне 2012 çултанпа 164 çемье илме тивĕçнĕ. Çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн, 39 çемьене 2,4 млн тенкĕ уйăрнă. 82 çемьене, виççĕмĕш е ытларах ача çуратнисене, 4 млн тенкĕ тỹленĕ. Пурăнмалли çул-йĕр тата коммуналлă тỹлевĕсемшĕн 216 çемьене - 8,5 млн, çак енĕпе федераллă пулăшу илме тивĕçлĕ 1167 çынна 2,8 млн тенкĕлĕх пулăшу панă.

Ватăсене, ветерансене, инвалидсене пулăшу парас, вĕсене пăхса пурăнакан «Районти ЦСОН» учрежденийĕн директорĕ А.Вазанов та ума лартнă тĕллевсемпе ыйтусем çинче чарăнса тăнă. 2019 çулта учреждение 12,1 млн тенкĕ укçа уйăрнă, республика бюджетĕнчен – 9,5 млн тенкĕ. Техникăпа материал базине çĕнетме – 65 пин тенкĕ, çурта кĕрекен алăк умне юсама – 3 пин, видеокамерăсем туянма – 8 пин, тонометр туянма – 2 пин, телевизор туянма – 32 пин, пỹлĕмсене юсама 20 пин тенкĕ тăкакланă. Учреждени 2 уйрăм çине пайланса ĕçлет. Пĕрремĕшĕ - 92 çынна килте социаллă пулăшу парать, иккĕмĕшĕ - стационарта пурăнакансене пăхать, кунта 26 ватă. Пурăнмалли çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1386,3 кв.м.

Министрăн ĕçлĕ çулçỹревĕ район администрацийĕнчи канашлупа вĕçленнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов тата унăн çумĕ, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.Чамеев хутшăннă. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика