Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç

16 июля 2019 г.

Июлĕн 5-мĕшĕнче районти потребительсен обществин ĕçченĕсем Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă уява паллă турĕç. Райпо тытăмне кĕрекен лавккасемпе обществăсенче ĕçлекенсене професси уявĕ ячĕпе Чăвашпотребсоюз ертỹçи Валерий Павлов, райпо Канашĕн Председателĕ Александр Степанов тата райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Светлана Князькова саламларĕç. 
Уяв чыславсăр пулмасть. Райпо тытăмĕнче кăтартуллă ĕçлесе пыракансем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç
Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, Чăваш Республикин потребкооперацине аталантарассине тỹпе хывнăшăн тата Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе Ишеккассинчи лавкка заведующийĕ Светлана Николаевна Манилова Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. 
"Четайское" ТЯО-ра тимлекен Надежда Владимировна Миронова тата "Питание" ТЯО-н аслă поварĕ Розалия Леонидовна Ульянова "Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕç.
"Четайское" ТЯО генеральнăй директорне Юрий Осипович Яндайкина тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, Чăваш Республикин потребкоопераци тытăмне аталантарассине пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР суту-илỹпе промышленность палатин Хисеп грамотипе наградăларĕç. 
"Раççей Федерацийĕн потребительсен кооперацине 180 çул" медале райпон тĕп бухгал-терĕ Людмила Владимировна Вазина, "Янтарь" ТЯО генеральнăй директорĕ Раиса Борисовна Еклакова, райпон правлени председателĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ Елена Анатольевна Кудряшова, "Четайское" ТЯО технологĕ Маргарита Валентиновна Тихонова, Атнарти лавкка заведующийĕ Нина Петровна Глухова, "Питание" ТЯО-н аслă поварĕ Светлана Васильевна Илюшкина, "Заготовки" ТЯО-н сĕт хатĕрлекенĕ Надежда Михайловна Бродюкова, "Янтарь" ТЯО рабочийĕ Эльвира Валерьевна Мадикова тивĕçрĕç. 
Чăваш Республикин потребкооперацийĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăвашпотребсоюзĕн Канашĕн Хисеп грамотипе Шулюри "Юлташ" бар заведующине Людмила Ивановна Солдаткинана, "Питание" ТЯО буфетчицине Елена Александровна Карташована, райпо гаражĕн механикне Владимир Михайлович Ярайкина, Мучикассинчи лавкка заведующине Валентина Васильевна Михеевана, Иккĕмĕш Липовкăри лавкка заведующине Алла Николаевна Индейкинана, "Четайское" ТЯО-н кăлпасси туса кăларакан цехĕн рабочине Елена Алексеевна Кукушкинана чысларĕç. 
Иккĕмĕш Хурашашри лавкка заведующийĕ Зоя Ильинична Абрамова, Тури Çĕрпỹкассинчи лавкка заведующийĕ Елена Дмитриевна Смирнова, "Четайское" ТЯО водителĕсем Валентин Михайлович Замуткин тата Александр Леонидович Хохлов тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чă-вашпотребсоюз Канашĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç. 
Хĕрлĕ Чутайри "Вĕри çăкăр" лавкка коллективне республикăра иртнĕ "Потребкооперацин чи лайăх лавкки" конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Чăвашпотребсоюз Канашĕн Дипломĕпе чысларĕç.
Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ ятпа Трапайри лавкка заведующине Алена Евгеньевна Егорована саламларĕç. 
Районăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ ятпа райпон тĕп бухгалтерĕн çумне Ольга Михайловна Самышкинана саламларĕç. 
Спорт пурнăçне активлă хутшăннăшăн райпон Дипломне "Заготовки" ТЯО генеральнăй директорĕ Дмитрий Олегович Волков, райпо менеджерĕ Надежда Николаевна Соколова тата "Питание" ТЯО аслă поварĕ Наталия Вячеславовна Казачук тивĕçрĕç. 
Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе райпон сутас енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи Вера Михайловна Тимкина, райпо водителĕсем Иван Николаевич Петров, Владимир Владимирович Нагоров, Михаил Валерьевич Максимов сварщик, Ольга Ивановна Балалайкина бухгалтер, "Питание" ТЯО операторĕ Елена Евгеньевна Молинова, Ольга Юрьевна Александрова менеджер, "Заготовки" ТЯО водителĕ Юрий Владиславович Яковлев, "Питание" ТЯО аслă поварĕ Альбина Валерьевна Пигильдина тата буфетчица Эмина Анатольевна Рыжова, райпон ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Александр Юрьевич Максимов, Екатерина Витальевна Картмасова оператор райпон Дипломне тивĕçрĕç.

А.КАРПОВА.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика