10 июня 2019 г.
Тăван çĕршыва сыхлакан салтаксен ретне тăма хатĕр каччăсемпе çичĕпÿртсем чăннипех мăнаçланаççĕ. Яшсенчен кашнинех çуралнă кĕтесрен çара чыслăн ăсатаççĕ. Нумаях пулмасть ялти çамрăк Анатолий Вишневский ячĕпе Культура çуртĕнче ăсату каçĕ йĕркелерĕç.
Шĕнерпуç ял хутлăхĕн администрацийĕн çар учетне йĕркелесе пыракан инспекторĕ Д. Иванова Анатолие ырă суннă май хĕсметре тăрасси яшсен пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулнине палăртса хăварчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче çар ретне тăнă ватă салтак Валентин Николаевич Николаев та каччăна çĕршыв умĕнчи чыслă тивĕçе пурнăçлама тÿр килнĕшĕн ăшшăн саламларĕ. Вăл çамрăка каялла ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнма ăнăçу сунчĕ. Культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕсем (аслисем те, ачасем те) юрă-ташă парнелерĕç.
Пухăннисем çав каç ялти ырă йăла çинчен те манмарĕç. Анатолийпе унăн тусĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ял çыннисене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Уяв ташă каçĕпе вĕçленчĕ.
А. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)