Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тушкилти ĕç ветеранĕ

30 апреля 2019 г.

Тушкилти ĕç ветеранĕ

Çурхи кунсем чылайранпа сар çу пек шăранса тăраççĕ. Çутă кăвак тÿпере тăрисем ир-ирех юрă янратаççĕ, вун-вун пĕчĕк йĕс шăнкăрав çакса янă тейĕн тÿпе маччинчен. Шăнкăрчсем те çуначĕ-сене çапсах юрă шăрантараççĕ, савăк кунсемшĕн, хăйсене тарават кĕтсе илнĕшĕн савăнаççĕ, тав тăваççĕ.

-Шел, çунатлă туссем тăван тăрăха килсе çитнĕ тĕле килте пулаймарăм, больницăна выртса сывлăха кăштах çирĕплетмелле пулчĕ,-терĕ, ăшшăн кулса илсе, хăй вăхăтĕнче районти паллă механизаторсенчен пĕри пулнă, халĕ тивĕçлĕ канури Вениамин Иванович Токмаков. Вăл ĕмĕрĕпех Тушкил ялĕнче тĕпленсе пурăнать, çулпа илсен, 86-ра пырать халĕ.

Апла пулин те, чунĕпе хăйĕн ÿсĕмне кура мар канăçсăр вăл, уя тухса çÿремесĕр те лăш курмасть. Çамрăкран ĕмĕрĕпе ака-сухара, уй-хир сывлăшĕпе, çилпе-хĕвелпе пиçĕхнĕскер, урăхла пурнăçа, лăпкăлăха паян кун та ниепле те хăнăхса çитеймест Вениамин Иванович. Çапла тарăннăн ăша кĕрсе вырнаçнă унăнне ĕмĕр тăршшĕнче çĕр ĕçĕ, тырă-пулă туса илесси. Вăл паян кун та сĕвĕрĕлмест унăн, пачах урăхла, шаларах та шаларах кĕрсе вырăн тупать.

-Уя тухса анасем тăрăх каллĕ-маллĕ çÿресен кăна хама пурăннăн туятăп,-пытармасть хăй шухăшне Вениамин Иванович. Ăна халиччен лайăх тыр-пулпа савăнтарнă хăш-пĕр анасем пысăк тухăç пама пăрахни, уйрăм пусăсем чылайранпа алă пырса перĕнменрен çеремленсе кайни пăшăрхантарать, чунне ыраттарать. Кашни çуркуннех уя тухса çĕр пулнипе-пулманнине сăнаса тăрать, унта ĕçлекен трактор-машин сассишĕн тунсăхлать.

Хăй вăл, Вениамин Токмаков, çĕр ĕçне плугарьтен пуçăннă. Çакă ăна çамрăклах çĕрĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме, çĕр чĕрĕ организм пулнине, унпа пĕлсе ĕçлемеллине ăнланса илме пулăшнă. Хăйĕн тавçăрулăхĕсĕр пуçне, ку тĕлĕшпе ăна опытлă механизаторсем тата пурнăçа сăнама пĕлни нумай пулăшнă. Çаксем уншăн ĕмĕрлĕхе пурнăç шкулĕ пулса тăнă. Игнатий Иванов бригадира, трактор бригадин бригадирне пулăшакан Александр Иванова, Алексей Иванова, Петр Стрелкова, Кузьма Иванова, Феодора Ильинана тата ытти опытлă трактористсене ырăпа аса илет вăл. Çамрăкла хăй вĕсенчен нумай хăнăхса пынине каласа парать.

Трактора парта хушшине ятарласа ларса вĕренмен Вениамин Иванович. Анчах МТС курсĕнче тракториста вĕренекенсемпе пĕрле экзамен тытнă. Унăн пĕлĕвне лайăх паллăсемпе кăна хакланă. Çакăнтан нимĕн тĕлĕнмелли те çук: вăл тракторпа, ытти техникăпа питех те варлă пулнă. «ДТ-54 трактор питĕ кăмăла каятчĕ, алла ларатчĕ. Лайăх, хăватлă трактор. Нумай корпуслă плугпа та кал-кал ĕçлетчĕ»,-хавхаланса каласа кăтартать ĕç ветеранĕ.

Хăйне шанса панă техникăпа чуна парса, тухăçлă ĕçленĕ вăл. Çулсем иртни те улăштарман унăн чунне, техникăпа ĕçлес кăмăлне. Паян кун та вăй питти çулсенчи пекех çунса пурăнать вăл çĕр ĕçĕшĕн, техникăшăн. Тĕлĕксенче халĕ те «хурçă ут» штурвалĕ умне ларать тăтăшах. Тарăн йĕр хăварнă унăн пурнăçĕнче тракторпа вăй хунă çулсем. Чылай ертÿçĕ улшăннă хуçалăхра вăл ĕçленĕ çулсенче. Вăл вара хăйĕн агрегачĕпе çулсеренех хире тухнă.

-Сăмах та çитессĕн туйăнмасть Вениамин Иванович пирки каласа кăтартма. Кану-мĕнне пĕлмен вăл, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман, чĕртнĕ те тракторне - хушнă ĕçе пурнăçлама тухса кайнă паркран. Тракторĕн пĕр сасси те çукчĕ вĕт, пĕр вырăнта ларнă чухне ĕçленипе ĕçлеменнине те пĕлме йывăрччĕ,-каласа парать çак ял çынни, хăй вăхăтĕн- че уй-хир бригадин бригадирĕнче, агрономра, хуçалăх ертÿçин заместителĕнче ĕçленĕ Виталий Александрович Александров.

Пур ĕçре те хăйне лайăх енчен кăтартнă Вениамин Иванович: тырă акнă-и, суха тунă-и, бульдозерпа юр, тăпра тĕртнĕ-и тата ытти те. Кашни пысăк е пĕчĕк ĕçех явалăха туйса пурнăçланă вăл. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçре çăмăл. Хăй вăхăтĕнче Тушкил хуçалăхĕ урпа, тулă, сĕлĕ, пăрçа нумай акса тунă. Люцернăпа кукурузăна та пысăкшар лаптăк уйăрнă. Фермăсенче выльăх йышлă усранăран фуражлăх тырă та, пăрçа йышши белоклă культурăсемпе сĕтеклĕ апатсем те çителĕклĕ туса илме тăрăшнă. Выльăх апачлĕх чĕкĕнтĕрпе сахăр кăшманĕ те çитĕнтернĕ. Вениамин Токмаков, астăватăп, çулленех виçĕ сеялкăллă агрегатпа тырă акатчĕ. Унашкалли тăваттăччĕ тушкилсен. Токмаковпа Илья Илларионов виçшер сеялкăллă икĕ агрегатпа Ямпулатри Родион Краснов бригадинче, Петр Кузьминпа Вячеслав Александров Тушкилти пĕрремĕш бригадăра куллен ир пуçласа каçчен тырă акатчĕç, пысăк тухăçшăн хĕмленетчĕç. Пайтах пулнă эпĕ вĕсем патĕн-че уйра, пайтах курнă вĕсем ĕçшĕн епле çуннине. Асран тухмаççĕ çав çулсем. Çĕр кăпкалатса хатĕрленĕ çĕрте, ытти хĕрÿ ĕçсенче вĕсемпе пĕр вăхăтрах Владимир Маргушов, Николай Александров, Дубровин, Сергей Павлов, Юрий Николаев тата ыттисем вăй хуратчĕç. Паркĕ те пысăкчĕ, машина-трактор та нумайччĕ. «Халĕ парк çара»,-кăмăлсăр çакăнпа Токмаков.

Хĕл кунĕсенче те алă усса ларман ĕçчен механизатор. Фермăсенче, ытти çĕрте бульдозерпа тĕртнĕ. Хăйĕн пуçарăвĕпе çулла Сăхăтпуç енче бульдозерпа тĕртсе çирĕплетсе пĕве те тунă,унта шыв пухăнса тăнăшăн ача пек хĕпĕртенĕ. Мăнçырма ялĕ енче Мăкăшмăр кÿллинчен торф та кăларнă, шур тăпраллă уя турттарнă ăна çĕр пахалăхне лайăхлатма.

-Пултăр тенĕ, пысăк хавхаланупа ĕçлесе пурăннă - вăхăта та, вăй-хала та шеллемен,-çапла çутă кулăпа савăнса каласа кăтартать ĕç ветеранĕ. Унтан хушса хурать: - Халĕ çамрăк пулнă пулсан, паян та çавăн пекех чуна панă пулăттăм ĕçе. Урăхла пултараймастăп. Çавăнпа паянхи кун та хире танккатăп. Унченхи пекех уя туртать чун, çĕршĕн, хастар ĕçшĕн тунсăхлатăп, уйра, пусăра ĕçлекен кашни машин-тракторшăн, ешерекен тăван тавралăхшăн, хĕвел питтинче çуталса выртакан кашни шыв-шуршăн савăнатăп, пурнăç кашни кун лайăхрах та тулăхрах пултăрччĕ тетĕп.

Токмаковсем ултă кĕтеслĕ йывăç пÿртре пурăнаççĕ. Арăмĕ-пе, Валентина Васильевнапа, иккĕшех вĕсем килĕнче. Чăн та, ачисем, мăнукĕсем пырса çÿреççĕ: виçĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ тăван ялĕнче - Тушкилте тĕпленнĕ. Мăнукĕсем вунпиллĕкĕн, мăнукĕсен ачисем тата вуниккĕн. Мăнукĕсенчен пĕри Венгрире посольствăра ĕçлеме тивĕçлĕ пулнăшăн та мăнаçланать. «Чуна варлă ĕç ăнăçу кÿрет»,-тет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика