Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пысăк хаклав - вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем

22 марта 2019 г.

Чи пысăк хаклав - вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем

Кăçал хăвăрт утассипе Чăваш Ен кубокĕшĕн пĕрремĕш тапхăрта тупăшса кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Йăнтăрчă шкулĕнчи Артем Александров 5 километрлă дистанцие 3-мĕш çитнĕ. Çапла «Аль» ДЮСШ-ФСКри Николай Степанов преподаватель-тренерăн воспитанникĕ-сем муниципалитет шайĕнчи ăмăртусенче кăна мар, регионра иртекеннисенче те нумай хутчен палăрнă. Акă, Вера Матвеева, Диана Иванова пĕрремĕш çитĕнĕвĕсене Йăнтăрчă шкулĕнче вĕреннĕ чухне тунă. В.Краснов ячĕллĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Вера темиçе хутчен те пьедестал картлашкисем çине çĕкленнĕ, «ылтăнсене» тивĕçнĕ. Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине те илнĕ. Диана - Чăваш патшалăх университечĕн студентки. Иртнĕ çулхи кĕркунне хăвăрт утассипе республика чемпионатĕнче 10 киломертлă дистанцие иккĕмĕш вĕçленĕ.

Николай Петрович Йăнтăрчă шкулĕнче 20 çул ытла физкультура, ОБЖ вĕрентет, «Аль» ФСКра - преподаватель-тренер. Хăвăрт утассипе, кире пуканĕ çĕклессипе (сăн ÿкерчĕкре - Н.Степанов черетлĕ заняти вăхăтĕнче), çăмăл атлетикăн ытти тĕсĕсене кăмăллакан çамрăксен ăсталăхне ÿстерессипе чунне парса тăрăшать. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ» знакпа, ытти хисеп хучĕсемпе чысланă. Чи пысăк хаклав вара уншăн ачасен çитĕнĕвĕсем, çĕнтерĕвĕсем.

Канаш район администрацийĕ унăн вĕре-некенĕсене Шăхасанта иртнĕ икĕ енлĕ кĕрешÿре (300 тата 1000 метра чупассипе) мала тухнăшăн грамотăсем парса хавхалантарнă. Вăйлисен йышĕнче - Петр Петров, Максим Александров, Снежана Алексеева, Айдар Салмин, Владимир Воробьев, Константин Егоров, Дмитрий Семенов (сăн ÿкерчĕкре). Анастасия Воробьева та ун чухне лайăх результат кăтартнă. Шел, çав самантра кадра лекеймен.

Çак кунсенче Николай Петровичпа ка-лаçма тÿр килчĕ. Хăйĕн спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн питĕ савăнать, вĕсем çинчен сехечĕпе те каласа пама хатĕр вăл. Кам хăçан, ăçти ăмăртусене хутшăннине, миçемĕш вырăн йышăннине, результачĕсене ăçтан веçех асра тытса тăрать?

«Вера Матвеевапа пĕрле вĕренекен Владимир Александров (Тенеялĕнчен), акă, чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ, Алексей Бухмаров 1 разряд нормативне пурнăçланă. Ирина Шулаева хăвăрт утас енĕпе Дудецкийе асăнса кăçал Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура мала тухнă. Чăваш Енри тупăшусенче темиçе хутчен те медальсене тивĕçнĕ, 1 разряд нормативне пурнăçланă»,- терĕ вăл хавхалануллăн.

Николай Петрович вĕсемшĕн кашниншĕн учитель-наставник, пурнăçри шанчăклă юлташ, яланах пулăшма хатĕр çын. Вĕçĕмех телефонĕ шăнкăртатать унăн, паллă уявсемпе саламлаççĕ, спортри ÿсĕмĕсемпе паллаштараççĕ. И.Шулаева, акă, виçĕмкун хăй тепĕр икĕ кунтан ăмăртăва хутшăнасси çинчен хыпарларĕ. Ăнăçу сунчĕ ăна вĕрентекенĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика