Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пухура - пушар çинчен

02 апреля 2019 г.

Пухура - пушар çинчен

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районта пурĕ 6 пушар алхаснă. Вĕсенчен 3-шĕ Шĕмшеш ял тăрăхĕнче тухнă. Нумаях пулмасть Прашкушкăнь ялĕнче икĕ çын пушарта çунса вилни чуна самаях çÿçентерчĕ. Чрезвычайлă лару-тăру Шĕмшеш ял тăрăхĕнче, уйрăмах Прашкушкăньре, çивĕч пулнă пирки районти пушар надзор пайĕн дознавателĕ Алексей Мешков тата Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Марков Прашкушкăньре, Çĕнушкăньре тата Шафранчăк ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Чи малтанах пушар надзор пайĕн ĕçченĕ пухăннисене кун йышши инкексем мĕнле сăлтава пула тухни çинчен каларĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, кăмакасемпе усă курнă чухне асăрхануллă пулмалли тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалли çинчен аса илтерчĕ. Пушартан сыхланмаллине, уйрăмах çирĕп режим вăхăтĕнче те типĕ курăк, çÿп-çап çунтарма юраманнине асăнчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пушар тухни çинчен тĕслĕхсем илсех каласа пачĕ. Унтан ял çыннисем шыв башнисем тата пĕвене пăхса тăмалли çинчен ыйту хускатрĕç. Çавăн пекех пухура тата ытти çивĕч ыйтусем те çĕкленчĕç. Çÿп-çап ыйтăвĕ тавра та калаçу хĕрÿ иртрĕ. Кун пирки Вячеслав Марков ял çыннисене тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика