Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тукмак çиес килсен ĕçлемелле

02 апреля 2019 г.

Тукмак çиес килсен ĕçлемелле

Ялта пурăнакан çын йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнипе е фермер хуçалăхне йĕркеленипе паян никама та тĕлĕнтереймĕн. Хула çынни яла килсе тĕпленни тата хăйĕн ĕçне пуçарни вара çĕнĕлĕхех-ха. Юлашки вăхăтра хулара чылай çул пурăннисем те яла таврăннă тĕслĕхсем сахал мар ĕнтĕ. Вĕсем çак утăма хула шăв-шавĕпе йăлăхнăран, таса та пахалăхлă апат-çимĕç çиес килнĕрен тунипе сăлтавлаççĕ. Паллах, кĕрĕк арки йăваласа ларнипе хур тукмакне çиме çуккине аванах ăнкараççĕ. Шĕмшеш тăрăхĕнче тĕпленнĕ Соловьевсем вара Элĕк тăрăхне хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас шутпах килнĕ. Малтанах ларса та йĕнĕ Олег Ивановичпа Надежда Владимировна хуларах ÿссе çитĕннĕ. Темиçе çул каяллах чăх-чĕп тата ытти кайăк-кĕшĕке сутас ĕçе йĕркеленĕ. Малтанах Шупашкарта пĕр çурта арендăна илсе çур кунĕнчен пуçласа сĕм кĕркуннечченех ку енĕпе ĕçленĕ. Хĕлле вара хăйне евĕрлĕ ферма хупă ларнă. Ашшĕпе амăшĕпе пĕрле ачисем те ку ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Анчах та çулсем кайнăçемĕн ферма çурчĕшĕн аренда укçине хăпартса та хăпартса пынă. Тупăшăн ытларах пайне тăкаксене саплаштарма кăларса хума тивнĕ. Кун пек малалла аталанма май çуккине тĕпе хурса урăх çĕрте пушă ларакан çурта туянса, харпăрлăха илсе ĕçе пуçарма палăртнă. - Пĕррехинче вара Интернет уçлăхĕнче Элеккенушкăнь ялĕнче ферма çуртне сутнине палăртакан пĕлтерĕве куртăмăр. Килсе пăхсан вырăнĕ те кăмăла кайрĕ, хакĕ те тивĕçтерчĕ. Çавăнпа туянма шутларăмăр та. 2017 çулхи август уйăхĕнче вара çемйипех куçса килтĕмĕр, - каласа парать Антон Олегович. Кунти лару-тăру хуларинчен палăрмаллах уйрăлса тăни çемье пуçлăхĕ тата унăн Антонпа Артем ывăлĕсен кăмăлне питех хуçман пулсан, амăшĕ çуртри условисем япăх пулнăран ларса йĕнине те пытармаççĕ. - Тĕссĕрленсе е сăрăпа сăрласа лартнă стенасем, вырăнăн-вырăнăн çĕрсе кайнă йывăç урайсем, шыв çукки, пÿлĕмсенчех калтасем е ытти нăрă чупни кăмăла хуçатчĕ анчах мар, шиклентеретчĕ те. Çавăнпа та ачасемпе мăшăра каялла хулана таврăнма ыйтни пĕрре мар пулнă, - иртнине паян куларах аса илет кил хуçи хĕрарăмĕ. Çывăх çыннин кăмăлне çĕклес тесех ĕнтĕ арçынсем чи малтанах пурăнмалли çуртра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Урайне тикĕслесе линолиум сарнă. Стенасене обой çыпăçтарнă, ăшă пăрăхĕсене çĕнетнĕ, шыв кĕртнĕ анчах мар, вĕри шывпа та усă курмалла тунă. Душ пÿлĕмне йĕркеленĕ. Ферма çуртĕнче те унччен сыснасем, сурăхсем усранă пулнă. Çавăнпа та чăх-чĕп тата ытти кайăк-кĕшĕке тытма улăштарма, çĕнетме тивнĕ. Алăксене, чÿ- речесене çирĕплетнĕ. Витене кайăк-кĕшĕк усрама пĕчĕк-пĕчĕк пÿлĕмсене пайланă. çутă пăралукĕсене улăштарнă. - Кунпа анчах ĕç вĕçленмен. Тумалли, çирĕплетмелли сахалах мар-ха, - витене кĕнĕ май палăртать 30-ти Антон. Тĕплĕнрех хаçатăн 23-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика