Шибылгинское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куракан, итлекен, тав сана!

30 марта 2019 г.

Культура сфери тěрлě енлě те анлă пěлтерěшлě. Хăйсен ěçне юратса тăвакансенчен халăх йăли йěрки упранса юласси, музей, архив, библиотека ěçě-хěлě, искусство жанрěсем аталанасси, çамрăк ăрăва патриот, кăмăл-сипет, илем воспитанийě парасси нумай килет. Райадминистрацин культурăпа архив ěçěсен секторěн заведующийě Вероника Павлова муниципалитетăн культурăри ěçě-хěлěпе паллаштарма кăмăл турě.

- Районти культура тытăмěнче 65 клуб учрежденийě. 29 библиотека, 148 специалист, çак йышран 14 çыннăн «Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченě» хисеплě ят пур. Паллах, культура ěçченěсене пурне те хăйсен ěçне юратса та тÿрě чунпа туса пынăшăн пысăк тав.

Эпир хамăрăн кадрсемпе чăннипех мухтанма пултаратпăр. Чăваш республикинчи чи лайăх культура учрежденине тата унта ěçлекене палăртас тěлěшпе ирттернě конкурсра районти Культура çурчěн информаципе методика пайěн заведующийě Зоя Николаева «Районти Культура çурчěн чи лайăх ěçченě», Сиккасинчи халăх хорěн хормейстерě Алексей Мурзуков «Ялти Культура çурчěн чи лайăх ěçченě», Катекри Культура çурчě «Ялти чи лайăх Культура çурчě» (ертÿçи Людмила маскина) ятсене тивěçрěç. Пирěн камран вěренмелли, тěслěх илмелли, кампа танлаштармалли пур.

- Вероника Михайловна, юлашки çулсенче районти культура учрежденийěсем çěнелсе пыни чăннипех те савăнтарать. Культура çине çаврăнса пăхма пуçлани сисěнет.

- Клубсемпе  библиотекăсен пурлăхпа техника базине çирěплетесси – культура ěçě-хěлěн тěп енěсен пěри. Ку енěпе Раççей тата Чăваш Республикин Культура министерствисем нумай пулăшаççě. 2018 çулта «Единая Россия» Партин «Вырăнти культура çурчě» проекчěпе Пайкилтри, Ямашри Культура çурчěсене тěпрен юсанă, Кăшнеруйěнчи, Катекри Культура çурчěсене çěнетнě.

Чăваш автономии облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен планěпе иртнě çул Вăтапуçěнчи Культура çуртěнче 2028,0 пин тенкěлěх юсав ěçě тунă, Атнашри Культура çуртěнче 2845,0 пин тенкěлěх капиталлă юсав ирттернě. Атнашри клуб кăçал хута каймалла.

Общество инфратытăмне аталантармалли вырăнти пуçарусем çинче никěсленнě проектсемпе Çěнě Чалкассинче, Йăлмаччари, Çěнě Ахпÿртри, Çěнě Пинерти, Вăрман Енěшри клубсене юсанă: çурт тăррине, чÿречесене, ăшăпа çутă системисене улăштарнă.

Ку таранччен те районта тěп Культура çурчě çукки пирěн чи пысăк йывăрлăх пулнă. «Ялсене çирěп аталантарасси» федераци программипе усă курса çак ыйту татăлчě тесе çирěплетме пулать тинех. Паян Шăхасанта «Строитель» ООО Культура çутрне хăпартать.

Ялти культура учрежденийěсен сăн-сăпатне çěнетме майсем туса панăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Васильевич Игнатьева, культура министрне Константин Геннадьевич Яковлева, район администрацийěн пуçлăхне Владимир Николаевич Степанова питě пысăк тав сăмахě калатпăр.

- Районти мероприятисем пуян содержаниллě, интереслě пулнине тăтăшах куратпăр та, илтетпěр те. Çакă пирěн ěçченсем куллен шыравра, тěпчевре пулнине, малта пыракан опыта шута илсе усă курнине кăтартса парать-тěр.

- Культурăпа кану учрежденийěсем пěлтěр 8582 (2017 çулта 8773) массăллă мероприяти ирттернě. Ачасем валли йěркелекен мероприятисен шучě те палăрмаллах ÿснě. Пěр клуб вăтамран 159 мероприятипе акци ирттернě.

Илемлě пултарулăха аталантарма, талантлă ачасемпе çамрăксем тупса палăртма, культура еткерлěхне упраса хăварма районта 369 кружок ěçлет.

Районти ултă коллективăн «халăх» ят пур. Вěсем çулленех районта кăна мар, Раççейěн тěрлě регионěнче хăйсен пултарулăхне кăтартаççě, малти вырăнсене йышăнаççě.

Халăх хорěн хормейстерě Владимир Стеклов Геннадий Заволокин ячěллě «Играй, гармонь» фестивальтен пěлтěр дипломант пулса таврăнчě.

Катекри «Шевле» халăх фольклор коллективě Сочи хулинче иртнě «Кубанский казачок» Пěтěм Раççей фестивалěнче 1-мěш степеньлě диплома тивěçрě.

Сиккасинчи «Асам» халăх вокалпа инструментсен ансамблě нумай уява илем кÿрет, вěсене район тулашěнче те лайăх пěлеççě.

«Татмăш ен» (Виталий Дмитриев ертсе пырать), ЧР культурăн тава тивěçлě ěçченě Александр Никоноров ертсе пыракан «Пинер», «Шевле» (Людмила Маскина) фольклор коллективěсем наци культурине упраса хăварассишěн тата аталантарассишěн нумай ěçлеççě.

«Çирěп пирěн çунатсем» халăх пултарулăхěн конкрсěнче районти ветерансен халăх хорě Гран-прие çěнсе илчě.

Чăннипех те пултаруллă пирěн ěçченсем! Куракан, итлекен вěсен ěçне тивěçлипе хаклаттăрччě. Кунта хăш-пěр çитěнÿсене кăна илсе кăтартрăм.

- Паянхи интернет саманинче библиотекăсем мěнле пурăнаççě?

- Интернет уçлăхěнче тем те пур пулин те библиотекăн пěлтерěшě çав-çавах пысăк. 2018 çулта районти вулакансен 91,6 процнтне библиотека пулăшăвěпе тивěçтернě. Районти вулавăшсене пурне те модернизациленě, вěсенче компьютер, ксерокс пур. 24 библиотека НФЦ чÿречисем урлă патшалăх пулăшăвěпе тивěçтерет. Аслă ÿсěмри çынсене компьютерпа ěçлеме вěрентессине те нумай çул тěрěс-тěкел туса пыраççě библиотекарьсем.

2019 çулхи январěн 1-мěшě тěлне библиотека фондěнче 431304 экземпляр кěнеке шутланса тăрать.

- Ачасене хушма пěлÿ паракан вěренÿ учрежденийěсем те сирěн тытăмрах вěт-ха. Вěсен ěçě-хěлěн пěлтерěшě çав тери пысăк.

- Ачасемпе çамрăксен тěрлě енлě талантне аталантараççě çакнашкал шкулсем. Районти искусство шкулěнче 346 ача хушма пěлÿ илет, вěсене 20 педагог вěрентет. Ачасем Пěтěм Раççей, республика шайěнчи конкурссене хутшăнса 1, 2, 3-мěш степень лауреатсем пулса тăраççě. Музыка уйрăмěн преподавателěсем иртнě çул 3-мěш степень лауреачěсем пулчěç, Ольга Кузьмина преподаватель педагог ăсталăхěн конкрсěнче çěнтерчě.

2019 çулта искусство шкулěн çуртне тěпрен юсама, музыка инструменчěсем туянма, хăрушлăхсăр системипе тивěçтерме республика бюджетěнчен 7032,6 пин тенкě уйăрса панă. Ку питě пысăк пулăшу, халиччен кун пеки пулманччě.

- Вероника Михайловна, йывăрлăхсем кирек мěнле тытăмра та пур ěнтě. Вěсене хăй вырăнěнче ěçлекен кашни çын курать, туять. Çавăнпа ытларах лайăххи çинчен калаçар-ха. Тата мěнле ěçсем тума палăртатăр кăçал?

- Мěн пытармалли, йывăрлăхсăр мар çав.  Культура учрежденийěсенче те, искусство шкулěнче те çамрăк кадрсем çитмеççě. Малашне, культура учрежденийěсем çěнелсе пынă май, çамрăксем çак тытăма килессе шанатпăр.

Кăçал пирěн сумлă ентешěмěрěн Çеçпěл Мишшин 120 çулхи юбелйне чаплăн паллă тумалла. Ку тěлěшпе йěркелÿ комитетне, мероприятисен плане çирěплетнě.

«Единая Россия» Партин «Вырăнти Культура çурчě проекчěпе кăçал Маякри, Тури Юнтапари клубсене юсамалла, Атнашри клубра юсав ěçěсене вěçлемелле. «Çеçпěл Мишши вěреннě шкул» культура еткерлěхне юсама 2019-2020 çулсене 18 млн тенкě уйăрнă, 2019 çулта – 9 млн тенкě. «Ялсене çирěп аталантарасси» федераци программипе Çěнě Шелттемре çěнě Культура çуртне (15 млн тенкě) тума пуçламалла.

Унсăр пуçне çěнě проектсем, программăсем хатěрлемелле, библиотекăсен, клубсен ěçне çěнěлле йěркелемелле, çавна май хамăрăн ěçěн эффективлăхне ÿстермелле. Куракан, вулакан пирěн пата хаваслă кăмăлпа пырса çÿретěр. Пирěн çынсене илтмелле, вěсен валли ěçлемелле.

- Вероника Михайловна, пысăк тав Сире тěплě калаçушăн. Районти культура малашне те тăнăçлă аталанса пытăр, ăнăçусем пулччăр.

Ирина АНДРЕЕВА калаçнă   

Источник: "Канаш"

Первоисточник: Канаш ен. – 2019 cулхи пуш уйaхeн 29-мeшe, 22 №

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429314, Чувашская Республика, Канашский район, с. Шибылги, ул. Павлова, д. 33
Телефон: 8(83533) 64-8-54
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика