Шибылгинское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанне кил ăшшин управçи

14 марта 2019 г.

Асанне кил ăшшин управçи

Ыран Мартăн 8-мěшě тенě кун Сухайкассинчи Культура çуртěнче районти пултаруллă асаннесен конкурсě иртрě. Ырă та сатурскерсем, ěçчен те çепěçскерсем хăйсен пултарулăхěпе ăсталăхне кăтартрěç.

«Кил ăшши вăл – асанне» конкурса 50 çултан аслăрах ÿсěмри 14 асанне хутшăнчě: ыйтусене хуравларěç, тутлă апат-çимěç пěçерме пěлнине, юрлама-ташлама ăста пулнине кăтартрěç.

Ялти асаннесем чăннипех те темěн те тума пěлеççě, пěр самант та ěçсěр пурăнаймаççě: кил-тěрěшре, пахсара  ěçлеççě, алсиш-нуски çыхаççě, тем тěрлě тěрě, картина тăваççě, илемлě пултарулăх ěçěнчен те юлмаççě. Çавăнпа сцена çинчи асаннесен ěçне хаклама жюрие (Ольга Микушина, Зоя Николаева, Наталия Антонова) çăмăлах пулмарě.

Конкурс пěтěмлетěвě тăрăх «Çепěç асанне» ята Атнаш ял тăрăхěнче пурăнакан Галина Никитина, «Курăмлă асанне» ята Уçырма культура çурчěн ěçченě Галина Андреева тивěçрěç. Çěнě Чалкасси тăрăхěнчи Нина Игнатьева – «Сăпайлă асанне», Кăшнаруй ял тăрăхěнчи Улаксарта пурăнакан Римма Григорьева – «Ăста асанне», Карăклă ял тăрăхěнчи Валентина Никифорова – «Хаваслă асанне», Тамара Семенова (Вăтакас Кипеч ял тăрăхěнчен) – «Тавçăруллă асанне», Энтрияль ял тăрăхěнчи «Пинер» фольклор ансамблěн юрăçи Роза Волкова – «Хисеплě асанне», Эльвира Александрова (Хучел ял тăрăхě) – «Килěшÿллě асанне», Алевтина Игнатьева (Тăрăн) – «Хастар асанне», Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченě, Катек ялěнче пурăнакан Валентина Степанова «Пултаруллă асанне» номинацисен хуçисем пулса тăчěç.

«Чунăм вун çиччěре» ятарлă номинацире жюри конкурсантсенчен чи аслине Сухайкассинчи Мария Мироновăна палăртрě. Шăхасанти Роза Рябчикова «Куракансем кăмăлланă асанне» хисепе тивěçрě. Ямашри Культура çурчěн «Ямаш ен» фольклор ушкăнне çÿрекен Галина Харитонова вара конкурс çěнтерÿçи – «Асанне-2019» пулса тăчě.

Уява Владлен Самеев солист, Ольга Аристархова ташăçă, «Ямаш ен» тата «Пинер» фольклор ансамблěсем хăйсен юрри-ташшипе илем кÿчěç. Асаннесене пурне те дипломпа, парнепе хавхалантарчěç. Конкурс уявпа пěр килнěрен вěсене район администрацийěн пуçлăхěн çумě – вěренÿ управленийěн начальникě Юрий АПлексеев, Сухайкасси ял тăрăхěн пуçлăхě Павел Семенов, районти централизациленě клуб системин директорě Ольга Микушина саламларěç.

Влада Мирова

Сăн ÿкурчěкěсем авторăн

Источник: "Канаш"

Первоисточник: Канаш ен. – 2019 cулхи пуш уйaхeн 13-мeшe, 17 №

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429314, Чувашская Республика, Канашский район, с. Шибылги, ул. Павлова, д. 33
Телефон: 8(83533) 64-8-54
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика