Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирилл Фролов - тĕнче класслă Раççей спорт мастерĕ

29 января 2019 г.

ТРЕНЬЕЛĔНЧЕ çуралса ỹснĕ Кирилл Фроловăн спорт каçалăкĕнчи пысăк çитĕнĕвĕсем пирки "Авангард" хаçат страницинче пĕрре мар материал пичетленчĕ. Çак пысăк савăнăçа та юратнă хаçат вулаканĕсемпех пайлас килет.

Хăвăрт утас енĕпе 2012 çултанпа Раççей командин тĕп йышĕнче шутланакан ентешĕмĕре Çĕнĕ çул умĕн Раççей Федерацийĕн спорт министерствин приказĕпе килĕшỹллĕн тĕнче класслă Раççей спорт мастерĕ ят панă. Ăнăçу хăй тĕллĕн çеç килмест. Паян Раççей командин чысĕшĕн старта тăракан спортсмен çитĕнĕвĕшĕн чăн малтан ывăлне тивĕçлĕ воспитани панă ашшĕпе амăшне, унпа пĕрлех ăна çак çул çине тăратнă малтанхи тренерне П. Юманова (йывăр тăпри çăмăл пултăр), унпа маларах тата хальхи вăхăтра ырми-канми ĕçлекен тренерĕсене те тав сăмахĕ каламалла. Кирилл Михайловича вара хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, спорт карьеринче ăнăçу та пысăк ăнтăлу, хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртсе пыма вăй-хăват сунатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика