Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх культура çурчĕпе ĕçченĕсем

26 декабря 2018 г.

Чăваш Республикин Культура министерстви ял тăрăхĕсенче вырнаçнă муниципаллă культура учрежденийĕсем тата унта ĕçлекенсем хушшинче кăçал ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса республикăри 45 культура учрежденийĕ тата 43 культура ĕçченĕ хутшăннă.

Палăртма кăмăллă, конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Питĕркассинчи Культура çурчĕ (культура çурчĕн заведующийĕ Г.И.Ярлов) "Ялти чи лайăх Культура çурчĕ" номинацире çĕнтерỹçĕсен шутне кĕме пултарнă.

Георгий Иванович Ярлов пĕлтернĕ тăрăх, Питĕркасси клубĕнче кăçал чылай мероприяти ирттернĕ, унпа пĕрлех районти тата республикăри чылай культура мероприятийĕсене хутшăнса мала тухнă. Заведующи тăрăшнипех Культура çуртĕнче кăçал çемçе креслăсем лартнă, урамра беседка тунă, ун тавра çатан карта тытнă. Пĕр сăмахпа каласан, халăха Культура çуртне килсе çỹреме хăтлă пултăр тесе илем кỹнĕ.

"Районти Культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" хăйтытăмлă учрежденин районти Культура çурчĕн хормейстерĕ Василий Ефимович Романов палăрнă.

"Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ" номинацие Питĕркасси библиотекин тĕп библиотекарĕ Оксана Николаевна Мидушкина тивĕçнĕ.

Палăртмалла, районти культура объекчĕсене юсаса çĕнетессипе ĕçсем малашне те пурнăçланĕç. 2019 çулта "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче 7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. 2020 çулта районти Культура çуртне юсама 2 миллион тенкĕ, Штанашри Культура çурчĕ валли 2,5 миллион тенкĕ уйăрĕç.

А.КАРПОВА. 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика