Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусем сỹтсе яврĕç

28 ноября 2018 г.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче пирĕн районта икĕ ушкăн ĕçлерĕ. Пĕрремĕш ушкăнра район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, "Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ" бюджет учрежденийĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи 1-мĕш подстанцийĕн заведующийĕ В. Иванов, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Сĕнтĕрвăрринчи надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Сапожников, Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ О. Геронтьева пулчĕç. Иккĕмĕш ушкăнăн ĕçне Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертỹçин çумĕ - пурăнмалли çурт-йĕрĕн патшалăх тĕп инспекторĕ А.Юркин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова, Кукашни тата Шуршăл ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем С. Емельянова тата Л. Петров хутшăнчĕç. Информушкăн пайта-шĕсем кун йĕркинче палăртнă çак ыйтусене пăхса тухрĕç тата халăхпа сỹтсе яврĕç, Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕпе пурне те кирлĕ таран тивĕçтересси тата унăн пахалăхне ỹстересси çинчен? Чăваш Респуб-ликинчи вĕрентỹ учрежденийĕсем тумалли тата модернизацилемелли программăсене пурнăçа кĕртесси çинчен? 2018 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăха йышăнмалли кун çинчен? кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта, Çĕнĕ çула тата Сурхури уявне хатĕрленнĕ вăхăтра хутса ăшăтмалли тата çутăпа тивĕçтермелли приборсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси çинчен. Иккĕмĕш ушкăн Кукашни тата Шуршăл ял хутлăхĕсенче пулчĕ. Пĕрремĕш ыйтупа А. Юркин калаçрĕ. "Пирĕн республикăра пурăнакансен пурнăç тăршшĕ çирĕппĕн ỹссе пырать. Сакăрвунă çултан иртнисен шучĕ 1,7 хут ỹснĕ. Çĕр урлă каçнă çынсем те самаях пирĕн. Ку медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çỹллĕ шайра пулнинчен те килет. Фельд-шерпа акушер пункчĕсем тăвассипе республика малтисен шутĕнче", - пĕлтерчĕ Алексей Петрович. Çавăн пекех вăл юлашки çĕнĕлĕхсем çинче чарăнчĕ. Кăçал 5 автомобиль тата 1 куçса çỹрекен маммограф туяннă. Çитес çул тата 18 машина туянма палăртнă. 2021 çулта республикăри пур ача-пăча поликлиники те çĕнĕ условисемпе ĕçлеме пуçламалла. Интернетпа пур медицина учрежденине те тивĕçтернĕ. Иккĕмĕш ыйтăва Е.Матюшова çутатса пачĕ. Елизавета Викторовна малтан вĕрентỹ системин республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Пирĕн район та ку енĕпе пысăк утăмсем тунине палăртса хăварчĕ. Пĕчĕк пепкесене ача садне вырнаçтарас ыйтăва татса пама "Радуга" ача садĕнче 2-3 çулхи ачасем валли 20 вырăнлă хушма ушкăн уçни пулăшнă. Шкулсенче 1905 ача вĕренет. Аяккарах вырнаçнă 70 ялти 598 ачана районти 10 шкула куллен автобуссем илсе çỹреççĕ. Пĕлтĕр гимнази çурчĕн кивĕ пайне тĕпрен юсанă, гаражпа котельнăй туса лартнă, Сĕнтĕрпуç шкулĕн тăррине витнĕ, тĕрлĕ программăпа 6 шкулти спортзала юсанă. Хальхи вăхăтра Кукашни шкулĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Хулари Коновалово микрорайонĕнче 2020 çулта çĕнĕ шкул тума пуçлĕç. Раштавăн 12-мĕшĕ - граждансене йышăнмалли кун. Ун чухне кирек хăш ялта е хулара пурăнакан çын та хумхантаракан ыйтăва12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен вырăнти влаç органĕсен ертỹçисене пĕлтерме пултарать. Асăннă кун район администрацийĕнче аудио-, видео- çыхăну йĕркелĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас ыйту нихăçан та хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасть. Информкунра ăна тепĕр хут хускатрĕç. "Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ чух инкек тухасран сыхланас тĕллевпе культура тата вĕрентỹ учрежденийĕсенче уявсене ятарлă графикпа ирттерме палăртнă. Пур çĕрте те хатĕрленỹ тапхăрĕнче тата уяв вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен яваплă çынсем пулмалла", - асăрхаттарчĕ Елизавета Викторовна. Кукашнисене тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантарчĕç, ФАПсенче çамрăк специалистсем çитменни, шкул столовăйне çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтересси, шкул çулне çитмен ачасен пỹлĕмĕсене кĕрлĕ-çурлă пулакан йĕпе-сапара ăшăтасси тата ытти те. Юлашки çĕнĕлĕх - çỹп-çапа пухса тиесе тухасси - ял халăхĕшĕн паянхи кун нумай ыйту çуратать. Вăл кун йĕркинче пулмарĕ пулин те, информкунра ăна пур енлĕн сỹтсе яврĕç.

Н.КОЛЕСНИКОВА.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика