Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе

07 сентября 2018 г.

Республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе

Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта тăрăшакан Галина Ивановна Кузьмина вăтăр çул вĕрентÿ ĕçĕнче.
1988 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче диплом илнĕ хĕр ĕç çулне Тăвайри вăтам шкулта пуçланă. Ултă çул пуçламăш классене вĕрентнĕ хыççăн хăйĕн тăван ялĕнче Енĕш Нăрвашра малалла тăснă кăмăл туртăмĕпе суйланă ĕçе.
Çамрăксене тивĕçлĕ воспитани, тарăн пĕлÿ парас тесе пĕтĕм чун-чĕре хĕлхемне панине палăртаççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. 2018 çулта республикăра чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра унăн вĕренекенĕ Анастасия Палова призерсен, “Туслăх хĕлхемĕ” конкурсра вара малтисен йышне кĕме пултарнă.
Г.И.Кузьмина ял пурнăçне те активлă хутшăнать. Ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă. Енĕш Нăрваш ял историйĕпе çыхăннă кĕнекесем кăларас тĕлĕшпе те унăн тÿпи сулмаклă. Кăçалхи акатуйра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чысланисем хушшинче пултаруллă вĕрентекенĕн хушамачĕ те пурччĕ. Галина Ивановнана Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕ тата асăнмалăх алла çыхмалли сехет парса чысларĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика