Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомол - пирĕн çамрăклăх

26 октября 2018 г.

КОМСОМОЛЫ1222111111.jpg

 
КОМСОМОЛ - çак сакăр саспаллирен тăракан янăравлă сăмаха илтсен, чĕрере сăмахпа калама пĕлмелле мар ырă та вĕри туйăм çуралать. Мĕншĕн тесен çак сăмахпа пирĕн ачалăх, çамрăклăх, пурнăç çыхăннă! Кăçал вара ВЛКСМăн - 100 çулхи юбилей! 
Комсомол чăннипех те паттăр çул утса тухрĕ. 1918 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕ ăна йĕркелесе янă кун шутланать. Унăн биографийĕ граждан вăрçин фронтĕнчен пуçланнă. Çамрăк совет республикине çăлса хăвармалла, выçлăхпа кĕрешмелле, халăх хуçалăхне ура çине тăратмалла, колхозсем йĕркелемелле, халăха çутта кăлармалла... 
 
1941-1945 çулсенче, Тăван çĕршыв пысăк хăрушлăхра чухне, пирĕн Чăваш республикинчен кăна 35 пине яхăн каччăсемпе хĕрсем фронта тухса кайнă. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 51 комсомолец Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ, çĕршер çамрăка орденсемпе медальсем парса чысланă. Питех те шел, çĕр-шыв ирĕкĕшĕн фронтра пуç хунисем, хыпарсăр çухалнисем те нумай. 

...Çĕнтерỹ кунĕ! Анчах пиншер хулапа ял, заводсем, шахтăсем, шкулсемпе больницăсем ишĕлсе выртаççĕ. Комсомолецсем каллех малти ретре! Çĕнĕ çĕрсем уçма, Çĕпĕрте çĕнĕ хуласем çĕклеме комсомол путевкипе мĕн чухлĕ çамрăк хутшăннă! 
Асăмра Чăваш Енре Спутник (Çĕнĕ Шупашкар) тата химкомбинат çĕкленнĕ çулсем. Эпĕ ун чухне Шупашкарти пединститутра химипе биологи факультетĕнче вĕренеттĕм. Мускав, Ленинград, Киев тата ытти нумай хуласенчен килнĕ студентсемпе пĕрле эпир те çуллахи кану уйăхĕсенче стройкăра ĕçленĕ, комсомолецсен «палатка хулинче» пурăннă. Хавхаланса ĕçленĕ, хаваслă юрăпа кун пуçланă. Ахальтен мар А.Пахмутова композиторпа Н.Добронравов поэт комсомолецсем çинчен нумай юрă кĕвĕленĕ: «Комсомольцы-добровольцы», «Главное, ребята, сердцем не стареть», «До отправленья поезда...», «БАМ» тата ытти те. 

Шкулта ĕç епле вĕресе тăратчĕ тата! Палтиелĕнчи вăтам шкулта комсомол, пионер организацийĕсем ĕçленĕ. Шкулти комсомол организацийĕн комитечĕн секретарĕсен ячĕсене асăнса хăварас килет: С.Сорокин, Е.Антонова, С.Краснова, В.Павлов тата ыттисем те. Тĕлĕнмелле пултаруллă, анлă тавракурăмлă хастарсем. Комсомолецсен девизĕ çаплаччĕ: «Гори сам - зажигай других! Не тлеть, а гореть!». Комсомол комитечĕ секторсем çине пайланса ĕçленĕ: вĕренỹ, шефа илнĕ пионер класĕсемпе ĕçлесси, спорт, культмассăллă сектор... Комсомол пухăвĕсем яланах тĕрлĕ тематикăпа иртнĕ. Сăмахран, «Çын хăйĕн ĕçĕпе илемлĕ те мухтавлă», «Мĕнле вăл, хальхи тĕслĕх илмелли çын?», «Кам пулмалла тата мĕнле пулмалла?», «Пурнăçра паттăрлăх валли вырăн пур-и?» тата ытти те. Интереслĕ кĕнекесем тăрăх вулав конференцийĕсем ирттернĕ. Юрă-ташă енĕпе ăста комсомолецсем агитбригадăпа фермăра, йĕтем çинче, уй-хирте ĕçлекенсем патĕнче, колхоз паркĕнче механизаторсем умĕнче концертсем лартнă. Вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, инвалидсене килти ĕçсене пурнăçлама пулăшса тăнă. Спортпа пурте тенĕ пекех туслă пулнă, «Зарница», «Орленок» çар вăййисене тĕплĕн хатĕрленнĕ, юратса вылянă. Унсăр пуçне йывăç лартмалли, тавралăха тирпейлемелли субботниксенче хастар хутшăннă, макулатура, тимĕр-тăмăр пуçтарнă, «Веткорм», «Йĕкел», «Пилеш» операцисенче тăрăшнă. 

Шкул ачисене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе колхоз производствинче, медицинăра ĕçлекенсемпе, çар çыннисемпе, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансемпе тăтăш тĕл пулусем ирттернĕ. Патриотизм туйăмне аталантарас енĕпе вăрçă ветеранĕсемпе мероприятисем йĕркеленĕ. 

Уйрăмах «Ленин зачечĕсем» çỹллĕ шайра иртетчĕç, унта районти тата республикăри ВЛКСМ райкомĕнче ĕçлекенсем те хутшăнатчĕç. Шăмăршăри ВЛКСМ райкомĕн секретарĕсене саламласа тав сăмахĕ калас килет. В.Можаев, В.Максимов, П,Долгов, П.Свеклов, Н.Быков, Г.Телегина секретарьсене хăйсен вăхăтне, сывлăхне шеллемесĕр пире вырăнта – ялсене, шкулсене килсе вирлĕн пулăшса пынăшăн çĕре çити пуç таяс килет. 

Асăннă ĕçсем районти пур шкулта та пулнă, пĕтĕм çĕр-шывĕпех иртнĕ. Çакă тата ытти мероприятисем шкул ачисен тавракурăмне ỹстереççĕ. 

Çапла вара комсомолецсем пур вăхăтра та, пур ĕçре те малтисен ретĕнче пулнă. Пуçарулăхпа, хăйсен ĕçĕпе, тĕслĕхĕпе палăрса тăнă вĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ комсомолăн Хĕрлĕ Ялавĕ çинче Совет Союзĕн ултă орденĕ çиçсе тăраççĕ. Хальхи ăрăвăн та, комсомолăн ырă ĕçĕсене тĕпе хурса, çак йăла-йĕркене малалла аталантарса пымалла. Уяв ячĕпе сире, комсомол ветеранĕсем! 

Р.МИНЕЕВА, 
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика