Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхлăх пурнăçа çăлать

16 октября 2018 г.

Сыхлăх пурнăçа çăлать

Кил-çуртра, социаллă объектсенче вут-çулăмран сыхлăха ÿстерес,  вырăнсенче граждансен пуçарулăхне тĕпе хурса ирĕклĕ пушар дружинисем йĕркелес - çакă тата ытти ыйтусем йĕри-тавра калаçрĕç те Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн сотрудникĕсем Элĕк районне канашлăва пухăнсан. Анлă ларăва Тавăтри культура çуртĕнче ирттерчĕç.

Унăн ĕçне Тĕп управленин начальникĕн пĕрремĕш çумĕ Герман Михайлов, ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ертсе пычĕç.

-  Пушарсенче вут-çулăм çулне пÿлесси сирĕн çине тиенет, инкек сăлтавне палăртасси те сирĕн тивĕçех пулса тăрать. Çынсене сыхлăхпа тивĕçтересси вара пĕрлехи тивĕç. Çак ĕçрен муниципалитет та, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ те пăрăнса юлма пултараймасть. Ялсенче сыхлăха ÿстерес тĕлĕшпех вырăнти пуçарусене тĕпе хурса ирĕклĕ пушар командисене йĕркелетпĕр. Паянхи куна Элĕк районĕнче ирĕклĕ пушар дружини йышĕнче 82 çын тăрать, пушара хирĕç кĕрешмелли 13 пĕрлешÿ шутланать. 5 ял тăрăхĕнче ирĕклĕ пушар командисен  хăйсене ятран техника пур, - районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Александр Николаевич. 

Николай Петров кăçал январь-сентябрь уйăхĕсенче Чăваш Енре пулса иртнĕ пушарсем çинче чарăнса тăчĕ. «Хĕрлĕ автан» кÿнĕ тăкак виçи те пĕчĕкех мар-ха, темиçе теçетке миллионран та иртет вăл. Пушар сăлтавне палăртас тĕлĕшпе дознани ирттернĕ чухне кашни вак-тĕвек япала çинех пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ вăл. Тĕп управленийĕн пурлăхпа техника енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ  Владимир Кириллов ку тĕлĕшпе иртнĕ тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Канашлу хыççăн унта килнисем Тавăтри ирĕклĕ пушар командин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Тукач ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Элĕк чиркĕвĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе ĕç-хĕле мĕнле йĕркеленине те кĕрсе курчĕç.

А.КИРИЛЛОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика