Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилеш туслăха çирĕплеттĕр

25 сентября 2018 г.

«Пилеш йывăççине çемье телейне упраканĕ», - теççĕ. Ăна чăвашсем ĕлĕк-авалах кил-çурт тавра лартнă, унăн тураттисене чÿрече е алăк тăррине хĕстернĕ. Çавăн пекех сывлăха çирĕплетме те, чир-чĕртен сиплеме те пулăшать пилеш çырли. Пăхма тата мĕнлерех илемлĕ.

Пилеш йывăçĕн асамлăхĕпе çыхăнтарнă та ĕнтĕ республикăра иртекен «Пилеш вăчăри» этно-фестивале. Ăна çулсеренех шăп та шай пилеш пиçсе çитнĕ тапхăрта уявлаççĕ. Вырсарникун вара районсем хушшинчи фестиваль Кĕçĕн Тăван ялĕнче иртрĕ. Республикăри Вăрманкас ялĕсемпе çыхăнтарса йĕркелеççĕ ăна. Пилеш уявĕн йăли-йĕрки вырăс халăхĕнчен тухнă иккен. Вĕсенченех - шăнкăрав сассине кăларасси те. Çак йăла-йĕркене тĕпе хурса Кĕçĕн Тăван ялĕнче пилешрен илемлетсе кĕпер хатĕрленĕ. Çав кĕпер айĕн уява килнĕ кашни çын шăнкăрав парса кĕчĕ.

Вырăнти «Тăванлăх» ушкăн питĕ тарават кĕтсе илчĕ хăнасене. Сăмах май, фестивале ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пултарулăх коллективĕсем, чĕннĕ хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче - Çĕрпÿ районĕнчи «Шурвар», Çĕмĕрлери «Тăван ен» пултарулăх ушкăнĕсем, хамăр районти Вутланпа Вăрманкас ялĕсене çыхăнтарса тăракан «Шур акăш» фольклор коллективĕ, Элĕк-ри «Валинкке» фольклор ушкăнĕ тата ытти юрăçсемпе ташăçсем. Вĕсене пурне те шăнкăравпа шăнкăртаттарса кĕнĕ май ялти ал ĕç ăстисен кружокĕн членĕсем хатĕрленĕ пилеш шăрçисене çакса ячĕç. Ял библиотекин заведующийĕ Валентина Силивестрова Кĕçĕн Тăван çинчен çырнă сăвва кĕртнĕ илемлĕ буклетне парнелерĕ. Сăввине В.Стекольщиков Иван Антонов кĕнеки тăрăх хатĕрленĕ.

Этно-фестивале авалхи йăла-йĕркене сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва чăваш культурипе тарăнрах паллаштарас тата тăван халăхăн йăлине малалла тăсас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çавăнпах пилеш уявне пухăннисем пилеш сăмахĕн- ченех уява пуçласа салтака ăсатас йăлана туса ирттерчĕç. Çамрăка хĕсмете ăсатнă хыççăн вара пурте улаха пуçтарăнчĕç. Ĕлĕкех качча каяс тенĕ чух пулас упăшкана  суйлама та май пулман. Ытларах яшсем улах вăййи вăхăтĕнче хĕр-упраçа вăрласа кайнă-çке. Акă çак самантпа усă курса хĕр вăрлакан та тупăнчĕ. Хыççăнах туй юррисем пуçланчĕç. Çĕнĕ çынсене пил парас йăлана та пăрахăçламан-ха чăвашсем хушшинче. Фестиваль вăхăтĕнче çамрăк мăшăр ултă тĕслĕ йывăç лартрĕ. Вĕсен аллейине йăмра, юман, хурăн, çăка, пилеш тата хыр йывăççисем илем кÿчĕç. Аслисем çав вăхăтра çамрăк мăшăра пил парса пычĕç. «Туслăх аллейинче» пилеш хунавĕ- сене пултарулăх коллективĕсем те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те, ял çыннисем те лартрĕç. Ялти хастар ачасем хунавсене шăварас ĕçе хутшăнчĕç.

Уяв концерчĕ вара пурне те сцена патне «чĕнчĕ».  Çĕмĕрле районĕнче шутласа кăларнă пилеш уявне савăнăçлă лару-тăрура Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев, район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова тата районти Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Николай Сергеев уçрĕç. Вĕсем çак уявпа пурне те ăшшăн саламларĕç.

Куракансем сцена çывăхĕнчи ял библиотекин заведующийĕ хатĕрленĕ «Вăрман - çут çанталăк илемĕ» кĕнеке куравĕпе, хамăр районти Вăрманкас ялĕн ал ăстисен ĕçĕсемпе те паллашма пултарчĕç.

Çавăн пекех Шупашкар районĕнчи Чăканар ялĕнчи Николай Фомиряковăн музыка инструменчĕсем те хăй патне чĕнчĕç. Тĕрĕссипе каласан, ăстаçă хăй аллисемпе тунă шăхличĕ, шăпăр тата ытти нумай тĕрлĕ инструментпа калани илĕртрĕ темелле ĕнтĕ. Унăн кĕвĕ-çемĕ кăлармалли тĕлĕнмелле илемлĕ хатĕрĕсем пурне те килĕшрĕç. Пилĕк çул каялла çеç Николай Андреевич ку енĕпе тăрăшма пуçланă. Апла пулин те чăн-чăн ăстаçă теме пулать те ĕнтĕ ăна, мĕншĕн тесен чунра пытаннă кĕвĕсене хăйĕн ĕçĕсем витĕр кăларса халăха хумхантарма пултарать. Хăш-пĕр инструменчĕ унăн тăватă тĕрлĕ сасă та кăларать. Акă, мĕнлерех пултаруллă иккен Кĕçĕн Тăвана килнĕ хăна. Çавăнпах вăл асăннă уявра «Чи ăста çын» («Самый мастеровой») номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. «Чи пысăк кукăль» тата «Чи пĕчĕк кукăльсем» номинацисене Вутланти культура çурчĕ çумĕнчи «Шур акăш» фольклор ушкăнĕ тивĕçрĕ. Çавна май Тавăт ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Унсăр пуçне «Чи лайăх сăра вĕретекен» ята Кĕçĕн Тăванти «Тăванлăх» фольклор ушкăнĕ илчĕ. Тав хучĕсене тата парнесене Çĕмĕрлери «Тăван ен» тата Элĕкри «Валинкке» фольклор ушкăнĕсем те тивĕçрĕç. Этно-фестиваль çĕнтерÿçи тата гран-прие тивĕçекенĕ ку уявра Çĕрпÿ районĕн «Шурвар» халăх фольклор ушкăнĕ пулчĕ. Апла пулсан килес çул çак илемлĕ пилеш уявĕ Çĕрпÿ çĕрĕ çинче иртĕ. Çавна май куçса çÿрекен фестиваль ялавне те вĕсене пачĕç.

Республикăри районсем хушшинчи фестиваль çак кун пысăк савăнăç парнелерĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем те илемлĕ юрри-ташшипе хавхалантарса тăчĕç. Ача-пăча валли батутсем ĕçлерĕç. Унсăр пуçне хăнасем шÿрпе, шашлăк çирĕç. Техĕмлĕ сăрине те пичке тулли вĕретнĕ Кĕçĕнтăвансем.

Кунашкал уявсем ирттерни пур районшăн та усăллă, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрин опычĕпе, пултарулăхĕпе паллашма май пур. Çавăн пекех мăн асаттесемпе мăн асаннесен йăли-йĕркине малалла та упрама тата аталантарса пыма, çамрăксене явăçтарма пулăшать.

Анжелика Силивестрова.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика