Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам пулас-ши ман ỹссен?

21 сентября 2018 г.

СЕНТЯБРĔН 1-мĕшĕнче вĕренỹ çулĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче кăна мар, ятарлă тата аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче те пуçланчĕ. Пирĕн районта шкул пĕтернĕ выпускниксем ăçта вĕренеççĕ-ха? 
Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, кăçал районта 61 çамрăк вăтам шкул пĕтерчĕç, вĕсенчен 17-шĕ - ылтăн медальпе. Уйрăмах медалистсем интереслентереççĕ. Тỹрех хуравлатăп: вĕсем пурте тĕрлĕ хулара институтсемпе университетсенче, çар акдемийĕсенче аслă пĕлỹ илеççĕ. 
Мĕнле профессисене кăмăллаççĕ-ха паянхи выпускниксем? Чăн малта кунта медицина тăрать - 8 çамрăк (вĕсенчен тăваттăшĕ врач пуласшăн) сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме пĕлỹ илет. Иккĕмĕш вырăнта - пулас юристсем. Вĕсем районĕпе çиччĕн. Тĕрлĕ отрасльте инженерта ĕçлес текенсем - улттăн. Компьютерпа çыхăннă специальноç та (программист, сăмахран) илĕртỹллĕ - ăна тăватă выпускник суйласа илнĕ. Виççĕн аслă пĕлỹллĕ строитель пуласшăн - çурт-йĕр тăвас ĕç яланах хисепре. Çар ĕçне кăмăллакансем те сахал мар: виççĕн Пермьри çар институтне вĕренме кĕнĕ, пĕри - Мускаври çар академине. МЧС тытăмĕнче ĕçлемешкĕн Ивановăри çар училищинче вĕренекен те пур. Юлашки вăхăтра пурнăçа кĕнĕ профессисене килĕштерекенсем те тупăнаççĕ: икĕ хĕр «сервис и туризм» тата иккĕшĕ «муниципальный госслужащий» специальноçсене алла илеççĕ. Фармацевта вĕренекен те, полици колледжĕн студенчĕ те пур. Педагог пулас текенсем 6 таран тупăнни питĕ кăмăллă. Вĕсенчен тăваттăшĕ - каччăсем, пурте Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлỹ илеççĕ: иккĕшĕ физкультура учителĕсем пулĕç, тата иккĕшĕ физикăпа математика факультетне суйласа илнĕ. Икĕ хĕр педагогика колледжĕнче ăс пухаççĕ. Кооператив колледжне, машина тăвакансен тата апат-çимĕç техникумĕсене суйласа илнисем те пур. Анчах та ялта çуралса ỹснĕ яшсемпе хĕрсем ял хуçалăх специальноçне пачах та килĕштерменни пăшăрхантарать. Çапла тăван çĕртен сивĕнсе пыратпăр пулмалла. 
Хуласене илес пулсан, ытларахăшĕ тăван хуламăрта - Шупашкарта вĕренме кăмăллать. Ульяновскра - улттăн, Хусанта тата Санкт-Петербургра - виçшер, Мускав тата Пермь хулисенче - тăватшар выпускник. Халĕ ял ачисемшĕн вырăс чĕлхи енчен чăрмавсем çук, килтисемпе тăтăш çыхăнма кĕсье телефонĕ пулăшать. 
Эпир çамрăксен çуначĕсем тĕрекленсе пынăшăн питĕ савăнатпăр. Анчах та тăван вырăна вĕçсе килекенсем пулĕç-ши? Паллă ĕнтĕ, çар çыннисемшĕн, авиаци специалисчĕсемшĕн ĕç вырăнĕ çук пирĕн районта. Ыттисем вара? 
Статистика пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 14 вуз тата 27 техникумпа колледжран кăçал 15 пин çурă специалист вĕренсе тухнă, çав шутра 9 пинĕ - аслă шкулсенчен. ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен 41 проценчĕ кăна хăйсем валли ĕç вырăнĕ тупнă. Паян тата тепĕр проблема: специалист хăйĕн профессийĕпе ĕçлесшĕн мар. Районта вара çамрăк специалистсене кĕтсе илейместпĕр. Е вĕсене ĕç укçи тивĕçтермест, е ялта пурăнма килĕшмеççĕ. Ĕçĕ пур, уйрăмах медицина ĕçченĕсем тата педагогсем çитмеççĕ. Пирĕн районта вĕрентỹ тытăмĕнче 35 çула çитмен çамрăк специалистсем пурĕ те саккăрăн кăна. Шкулта ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ - пенси çулне çывхарса пыракансем е тивĕçлĕ канури педагогсем. 
Хăй вăхăтĕнче бюджет мелĕпе пĕлỹ илнĕ çамрăк специалистăн вăл е ку учрежденире 3 çул ĕçлемеллеччĕ. Направлени панă вырăна каймасан вĕренỹшĕн тăкакланă укçана шыраса илме те пултарнă. Халĕ вара пачах урăхла. Дипломлă çамрăк специалистсем хуть хăш вырăнта, хуть хăш специальноçпа та ĕçе вырнаçма пултараççĕ. 
Шăмăршă районĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ çамрăксене хамăр патах илĕртме район администрацийĕ те майсем шырать, паллах. Çакăн çинчен учительсен кăçалхи августри конференцийĕнче Владимир Васильевич Денисов хăйĕн шухăшне уçăмлатса çапла каларĕ: 
- Юлашки курсра вĕренекен студентсемпе килĕшỹ туса вĕсене районтан стипенди парса тăрассине йĕркелесшĕн. Диплом илнĕ хыççăн кунта ĕçлеме тытăнсан, вĕсене ĕç укçи çумне тата çур оклад хушса тỹлĕпĕр. 
Çак меслет пулăшасса шанатпăр. Районти больницăра ĕçлеме педиатр, рентгенолог, фтизиатр, участок врачĕ тата шкул ачисене тĕрлĕ предметпа вĕрентме çамрăк учительсем килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика