Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акакан çĕрсем пирки

21 сентября 2018 г.

Чăвашстат «Итоги Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2016 года» кăларăмпа «Посевные площади сельскохозяйственных культур и площади многолетних насаждений и ягодных культур» пĕрремĕш кĕнекен тăваттăмĕш томне кăларнă.
Сборникре Чăваш Республикинчи районсенчи тата хула округĕсенчи хуçалăхсен акăнакан çĕрсен, нумай çул ÿсекен курăксен тата улма-çырла культурисен лаптăкĕсене кăтартнă. Çавăн пекех теплицăсемпе парниксене еплерех усă курнине, çĕр пулăхне ÿстерес тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине палăртнă.
2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕсен итогĕсем тăрăх, хуçалăхсенчи ял хуçалăх культурисем акакан лаптăк 2006 çулхи шайрах - 556 пин гектар йышăнать. Фермерсем усă куракан çĕр лаптăкĕ 103 пин гектар ытла ÿснĕ (4 хут ытла), çав вăхăтрах ял хуçалăх организацийĕсенче (20 процент), çынсен хуçалăхĕсенче (18 процент) чакнă.
Перепиçсен хушшинчи тапхăрта, 10 çул хушшинче, хуçалăхсенче тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсен акакан лаптăкĕ 18 процент, техника культурисен 4 хут ÿснĕ. Тĕпрен илсен, çакăнта фермер хуçалăхĕсен тÿпи пысăк, вĕсенче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкне 4,6 хут, техника культурисенне 8,6 хут ытла пысăклатнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче те техника культурисен лаптăкне 3,6 хут ÿстернĕ.
Çакна та палăртмалла, ял хуçалăх продукцийĕсем туса илекенсем 2006 çултанпа çĕрулмипе улма-çырла йышăнакан çĕре пĕрре виççĕмĕш пайĕнчен те ытларах пĕчĕклетнĕ, пахча çимĕçпе арпус-дыня йышшисене ­- 9 процент. Фермер хуçалăхĕсем 2016 çулта çĕрулмин лаптăкне ÿстерни те (175 процент) 2006 çулта пур йышши хуçалăхсем пĕрле лартнă шая çитереймен. 10 çул хушшинче çĕрулми пусси 36 процент пĕчĕкленнĕ, 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 25 пин гектар йышăннă.
Ял хуçалăх культурисен структурине илес пулсан, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен акса тăракан лаптăкĕ ÿснĕ (60 тата 64 процент).
Çĕрулмипе выльăх апачлĕх культурăсен пысăк пайне çав-çавах харпăр хăй хуçалăхĕсенче туса илеççĕ. Анчах иртнĕ вунăçуллăхра çак категорири хуçалăхсенче те вĕсен лаптăкĕ 25 процентран 18 процента çити (9,4 пин гектар) чакнă. Çав вăхăтрах уйрăм çынсен хуçалăхĕ-сенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши (1,3-ен 5 процента) тата выльăх апачлĕх культурăсен (70-ен 72 процента çити) лаптăкĕ ÿснĕ.
Нумай çул ÿсекен культурăсен ака лаптăкĕнче ял хуçалăх организацийĕсен тÿпи - 25 процент, ХФХсемпе уйрăм предпринимательсен - 4 процент, çынсен хуçалăхĕсен - 71 процент.
Улма-çырла ака лаптăкĕсене илес пулсан, хуçалăхсенче ытларах - тĕшĕллĕ, çынсен хуçалăхĕсенче тĕшĕллĕ тата вăрăллă культурăсене ытларах вырăн панă.
Кĕнекесен электронлă версийĕсене Чăвашстатăн официаллă сайтĕнче (http://chuvash.gks.ru.) «Переписи и обследования (Переписи) Всероссийская сельскохозяйственная перепись-2016») сыпăкра тĕплĕнрех паллашма пулать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика