Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

07 августа 2018 г.

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Августăн 6-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕр тыррисене 1480 гектар, çав шутран кĕрхи тулă -1400, ыраш - 80 вырнă. «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче, С.Волков, Ю.Никифоров, Г.Петриков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче кĕр тыррисене вырса пĕтернĕ.

Уй-хирте пурĕ 13 комбайн ĕçлет. Тĕш тырă культурисен вăтам тухăçĕ - 21 центнер. Кĕр тыррисене акма çĕр 2320 гектар хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Новый путь», «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, В.Узянов, С.Андреев, Ю.Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Утă 3100 тонна, сенаж - 3600, силос 3800 тонна янтăланă. Кашни условнăй выльăх пуçне илсен, выльăх апачĕ 16 центнер апат единици хатĕрленĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика