Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » Çулавăçра ФАП çĕкленет

27 июля 2018 г.

Фельдшерпа акушер пункчĕсем ял çыннисемшĕн уйрăмах кирлĕ. Аякка кайса çÿремесĕр вырăнтах пулăшу илнинчен пахи мĕн пултăр ĕнтĕ. Çавăнпах республика та сывлăх сыхлавĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çулсеренех ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ программăсем ĕçе кĕреççĕ. Çакă медицина пулăшăвĕ аталанса пынине пĕлтерет те.

Пирĕн районта пурĕ 16 фельдшерпа акушер пункчĕ тата 6 врач амбулаторийĕ шутланать. Вĕсем 63 яла пулăшупа тивĕçтереççĕ. Кĕçех пирĕн районта тепĕр 2 фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла: Крымсарайкка тата Питĕшкасси ял тăрăхĕсенче. Çулавăçри фельдшерпа акушер пункчĕн строительстви еплерех пыни пирки иртнĕ юнкун кăсăклантăмăр. Унта район больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров тата фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Любовь Смирнова хутшăнчĕç.

Асăннă çурт кĕске вăхăтрах хăпарнă. Строительство ĕçне «Юман» организаци пурнăçласа пырать. Паянхи кун унта шыв кĕртес тата шалти ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Элĕкри больницăн тĕп врачĕ Валерий Егоров палăртнă тăрăх, медицина çуртне августăн 20-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитермелле. Унта хăтлă та ăшă пулĕ, çĕнĕ йышши оборудовани вара халăха тивĕçлĕ пулăшу илме май парĕ.

Унччен кунта медпункт пулнă-ха. Вăл халĕ те çĕнĕ çурт çĕклениччен ĕçлет. Малашне те ăна сыхласа хăварма палăртнă, мĕншĕн тесен ял çыннисене тĕрлĕ пухăва, уявсене пухăнмалли вырăн кашни ялтах кирлĕ. Анчах та çав çурт кирлĕ медицина пулăшăвĕ парассипе туллинех тивĕçтермест. Хĕллехи вăхăтра сивĕ унта. Çитменнине кунта фельдшер та пулман. Ку таранччен çак ĕçе Лариса Павлова санитарка йĕркелесе пынă. Вăл 2000 çултанпах медицина ĕçĕнче вăй хурать. Пĕччен, паллах, йывăр.

Халĕ ĕнтĕ ятарлă пĕлÿ илнĕ çамрăк фельдшер Алевтина Семенова çинче яваплăхĕ ытларах. Чуна йăпатакан ĕçĕ юнашар ялтах тупăннишĕн питĕ савăнать вăл. Сăмах май, фельдшер Анаткас Çулавăç ялĕнчен. 2007 çулта Канаш хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухнăскер хулана иленмен. Ялах качча тухнă. Вăл «Земски фельдшерĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Çулавăç ялĕн кăна мар, кÿршĕри ялсенчи çынсене те тивĕçлĕ пулăшу парать. Тухтăр ырă кăмăллă пулни те пациентшăн пĕлтерĕшлĕ. Ăшă сăмах та эмел вырăннех чирлисемшĕн. Çавăнпа та çакна тĕпе хурса Алевтина Витальевна фельдшер вĕттипе вĕтти пек, ваттипе ватти пек хутшăнать. Акă Виталий Егоров пенсионер та хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме çитрĕ. Ăна çамрăк фельдшер ăшă кăмăлпа йышăнчĕ. Пурнăçĕпе интересленчĕ. Юнашар ялти нумай ачаллă çемье те çамрăк специалистпа канашламалли самантсене сÿтсе яврĕ..

Земски фельдшерĕ пĕлтернĕ тăрăх, килĕрен те     çÿреме тивет нумай чухне. Ку самантсенче вара Алевтинăна «тăватă урапаллă урхамахĕ» пулăшать. Унсăр пуçне çăмăл машинăпа ĕçе çÿреме те канлĕрех, çынсем патне вăхăтра çитме те пулăшать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика