Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ

27 марта 2018 г.

Çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ

Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче Чăваш Республикинчи ялта пурăнакан шкул ачисен волейбол лигин финалти вăййисем иртрĕç. Ăмăртăва хутшăнма республикăри 4 команда тивĕç пулнă: Пăрачкаври, пирĕн районти Тушкилти, Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри тата Канаш районĕнчи Вăтам Татмăшри вăтам шкулсен волейболисчĕсем. Тушкил шкулĕнчи яшсен волейбол команди унччен те нумай ăмăртура çитĕнÿсемпе палăрнăччĕ. Сăмахран, нарăсăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти “Спартак” спорт шкулĕнче Владислав Ильин вице-адмирал парнине çĕнсе илессишĕн ял тăрăхĕнчи çамрăксен командисем хушшинчи турнирта 2-мĕш вырăн йышăннă. Çав уйăх вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче 2000 çулта тата каярах çуралнă яшсемпе хĕрсен хушшинче каллех иккĕмĕш вырăна тухнă.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Куславккари “Атăл” физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн Ю.А.Зоринăн парнисемшĕн ирттернĕ турниртан каччăсем бронза медальпе таврăннă. 
Хальхинче вара пирĕн волейболистсем татах та маттуртарах пулчĕç. Çивĕч кĕрешÿре физкультура учителĕ, ДЮСШ-ФСК «Аль» тренерĕ Владимир Захаров хатĕрленĕ команда республикăри чи вăйлă ушкăнсене çĕнтерсе чемпион пулса тăчĕ. 
Владимир Семенович нумай çул ĕнтĕ Тушкил ачисене волейбол вăййин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса, пĕтĕм вăйне тата пултарулăхне парса туса пыни хăйĕн “çимĕçĕпе” савăнтарать. 29 çул хушшинче вăл çĕршер ачана спортпа туслашма пулăшнă. 
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн В.Захарова Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Çавăн пекех «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа та палăртнă.
Акă, Тушкил яшĕсенчен тăракан волейболистсен тепĕр ушкăнĕ те (сăн ÿкерчĕкре) ĕнер  районти шкул командисем хушшинчи турнирта малти вырăна çĕнсе илсе хăйĕн тренерне чăннипех савăнтарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика