Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне суту-илỹпе çыхăнтарнă

06 июля 2018 г.

Кашни çын хăйĕн пурнăç урапине тỹрĕ, таса çулпала кăна кустарма тăрăшать. Чунĕ суйласа илнĕ профессинче вăй хурса палăрать.

Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ умĕн ак, районти ялсенчи магазинсенче суту-илỹ тăвакансемпе кăсăклантăмăр. "Тăвайри кооператив" потребобществăна ертсе пыракансем каланă тăрăх сутуçăсене ырăпа палăртмалла, вĕсем ывăннине пĕлмесĕр тĕрлĕ услугăсемпе тивĕçтереççĕ çынсене, магазина кĕрекенсемпе ăшшăн калаçаççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ, сĕт, эмел курăкĕ пухаççĕ.

Районти хаçатçăсемпе туслă çыхăну тытаççĕ тата. Кăмăлĕ пулсан тавар илме пыракана вырăнти пичет кăларăмĕ те парса яраççĕ, "Ял ĕçченĕ" хаçата çырăннă пулсан, паллах. Ăна кунтан ултă уйăх илсе тăма 250 тенкĕ тỹлемелле.

Тушкилти куллен кирлĕ таварсен магазинĕн коллективĕ те ку енĕпе аван ĕçлет. Асăннă ялти кооператорсен ĕçĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе çула тухрăмăр нумаях пулмасть.

Тушкил - районти чи пысăк ялсенчен пĕри, ултçĕре яхăн çын пурăнать унта. "Куллен кирлĕ таварсен магазинĕ - ял тĕкĕрĕ", - теççĕ çынсем. Çавăнпа суту-илỹ çурчĕн таврашĕнче, шалти тирпейлĕхе тивĕçлĕ шайра тытма тăрăшаççĕ. Таса çĕре кĕрсе курас, ăшă кăмăллă сутуçисемпе калаçас килет ĕнтĕ çынсен. Виççĕн ĕçлеççĕ кунта.

Татьяна Ивановна Краснова йĕркелесе пырать магазинри ĕçсене. 1996-2006 çулсенче тăрăшнă вăл потребобщество магазинĕнче, тепĕр хут 2011 çулта тăнă сентре умне. "Тăван ялти тавар туянакан кăмăлне куллен тивĕçтерме май пулнинчен пахи çук", - тет хĕрарăм. Мăшăрĕпе, Игорь Родионовичпа ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем, ялта çирĕп кил хуçалăх çавăрнă.

Любовь Ивановна Трофимова 1984 çултанпах тивĕçтерỹ ĕçĕнче, паянхи кунччен хастарлăх кăтартать ку енĕпе. Мăшăрĕпе, Виталий Владимировичпа ывăлпа хĕр ỹстереççĕ. Икĕ мăнук пур вĕсен. "Ĕмĕрĕме магазинра ирттерме май килнĕшĕн савăнатăп. Кашни çын мĕнле тавар туянма пултарнине те хăнăхнă ĕнтĕ. Хăшĕнпе мĕнле пуплемеллине те чухлатпăр", - шухăшне пĕлтерет суту-илỹ системинче вăтăр ытла çул ырă тĕслĕх кăтартакан Л.Трофимова.

Любовь Петровна Серафимова та (сăн ỹкерчĕкре) хăйĕн профессине юратать. Маларах, 1995-2005 çулсенче пулнă вăл сентре умĕнче. 2007 çулта вара тепĕр хут утма пуçланă кооператорсемпе пĕр çулпа. Мăшăрĕпе, Алексей Николаевичпа икĕ ывăл пăхаççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем.

Сутуçăсем пурте мухтава тивĕçлĕ, тĕрлĕ наградăсемпе чысланă вĕсене тăрăшулăхшăн.

Хисеплĕ вулакансем! Утă уйăхĕн малтанхи кунĕсенче "Ял ĕçченĕ" хаçат килме пăрахнине асăрхарăр пулсан, ялти магазина васкăр, хаçат çырăнăр!

А.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика