Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплĕ курăксенчен - хаклă чĕр тавар

03 июля 2018 г.

Мĕн тери пуян пирĕн тăван тавралăх. Йывăç-курăксене кăна илсен - мĕн тĕрли кăна çук-ши? Усăллисем, сиплисем те сахалах мар. Çавсене пухса хатĕрлени, кирлĕ чĕр тавар янтăлани - чăннипех те пархатарлă ĕç. Çавна тĕпе хурса вăй хураççĕ те районти потребительсен обществин «Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем.

Вĕсем çулленех ку енĕпе план-заданисене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулсенче, сăмахран, эмел курăкĕсене 30-шар тонна, ытларах та хатĕрлесе панăччĕ. Халĕ те яланхи йăлапа ĕç вĕресе кăна тăрать.

Пĕрлешÿ территорийĕнчи самаях вăрăм икĕ хутлă склад-сушилкăра яра куна техника шавĕ. Типĕтнĕ сиплĕ курăксене пресласси кал-кал пырать. Кармал Тенирен кунта ĕçе çÿрекен Сергей Викторов агрегата пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Вăл вĕлтĕрене ăсатма хатĕрлессипе тимлет.

Кулленхи ĕç-хĕле йĕркелесе пыраканĕ - Зоя Никифорова склад заведующийĕ.

- Ку таранччен вĕлтĕренпе ĕçлерĕмĕр. Ăна малтанах кушăхтартăмăр, типĕтрĕмĕр. Хыççăн - преслакан агрегат çине. Паха чĕр тавара пилĕк тонна янтăларăмăр, - пĕлтерчĕ хатĕрлев ĕçĕнче хĕрĕх çула яхăн вăй хураканскер.

Вăл юлашки вăхăтра сиплĕ курăксем хатĕрлес енĕпе условисем палăрмаллах лайăхланнине пĕлтерчĕ. Чăнах та, ку енĕпе ырă улшăну туни куç кĕретех. Чĕрĕ курăка вырăнта типĕтме майсем пур. Склад-сушилкăн иккĕмĕш хутĕнче - стеллажсем. Кунта шапа хупаххи, шĕпĕн курăкĕ, Иван-чей тата ыттисене пĕр тикĕс сарса хунă. Çакă кушăхтарса типĕтнисем, паллах, пахалăхне çухатмаççĕ. Малтанхи тапхăрта усăллă курăксене хĕвел питĕнче типĕтни те пулнă-çке. Халĕ ку çитменлĕхе пĕтернĕ ĕнтĕ. Вентиляци меслечĕпе анлă усă кураççĕ. Çак енĕпе ĕçлеме тепĕр сушилка та пур. Складăн пĕрремĕш хутĕнче - хатĕр продукци. Кунта талккăшпех типĕтнĕ курăксем. Вĕсене пресланă хыççăн типтерлĕн михĕлеççĕ.

Çут çанталăк тусĕсен хăш курăка пуçтармалла-ши? Вĕсен сиплĕхĕ тата мĕнлерех-ши? Çаксен хуравĕсене, кирлине, усăллине эмел курăкĕсем пухакансем валли ятарласа хатĕрленĕ кĕтесре пĕтĕмпех пĕлме пулать. Ку тăрăхри хĕрĕх тĕрлĕ сиплĕ курăк çинчен йăлтах çырса кăтартнă. Вĕсен хакĕсем те паллă.

Ăнăçлăх хăй тĕллĕн килмест. Çакăнта çут çанталăк тусĕсен - сиплĕ курăк пухакансен тÿпи пысăк. Пĕрин хыççăн теприне ятранах асăнчĕ Зоя Никифорова склад ертÿçи. Сахалах мар вĕсем - кирлĕ те усăллă ĕç тăвакансем. Сăмах çинех тулли тиевлĕ мотоблок çитрĕ. Ку Элĕк салинчи Ливерий Васильев пулчĕ. Малтанхи вăхăтра Дубовски поселокĕнче пурăннăскер ачаллах çут çанталăкăн ырлăх-пурлăхне хаклама пĕлнĕ тейĕн. Халĕ çулланнă пулин те çав ырă туйăмпах иккен. Чăрăш тăррине типĕтсех хатĕрленĕ арçын. Чăштăр-чăштăр тăвакан сиплĕ курăка 80 килограмм таранах турттарса килнĕ. Унччен те «Коопзаготпрома» чылаях çитернĕ вăл. Хаклă чĕр тавар хатĕрлес ĕçе Изванка ялĕнчи Светланăпа Александр Егоровсем те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем чĕрĕ вĕлтĕрене 5 тонна та 400 килограмм, типĕтнине 50 килограмм леçсе панă. Ку ялти Юрий Петров та вĕсенчен юласшăн мар-мĕн. Тимĕрçкасси ялĕнчи Галина Яковлевăна, Фаина Михайловăна, Элĕк салинчи Мария Обаковăна, Татмăшри Елена Багровăна, Тукачри Александра Михайловăна, Мăн Йăлкăшри Иван Степанова та ырăпа асăнчĕ Зоя Алексеевна склад ертÿçи. Алевтина Никифорова пĕрлешÿре вун пилĕк çул ĕçлет. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

- Эмел курăкĕсене пухма машинăпа та çÿретпĕр. Çут çанталăк тусĕсем Смородино, Ярхуньушкăнь, Куракăш, Çулавăç, Йăлкăш ялĕсем çывăхĕнче пулчĕç. Татса хатĕрленĕ курăксене турттарса килессипе Алексей Ефимов водитель пулăшать, - хаваспах пĕлтерчĕ вăл.

«Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнĕ Зоя Никифорова хăй ĕçĕнче чăн ăста пулни куç кĕрет. Çынсемпе ĕçлеме пĕлет, кашнинех ăшă кăмăлпа йышăнса хавхалантарать.

- Вĕлтĕрен курăкĕ хытса пырать. Малашне ыттисене пухатпăр. Черетре - шапа хупаххи, сарă илепер, чĕкеç курăкĕ, август уйăхне кĕрсен - армути, - хыпарларĕ вăл.

Эмел курăкĕ пухакансене тÿлессине те лайăхлатнă. Хаксене ÿстернĕ иккен. Тавар, укçа парса та хавхалантараççĕ. Апла пулсан, ÿркенменнисем, вăй хурса тимлекенсем чылаях ĕçлесе илме пултараççĕ.

Юлашкинчен çакна палăртмасăр иртеймĕн. «Коопзаготпром» пĕрлешÿре пысăк мар йыш вăй хурать. Кашниех яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хурать. Ахальтен мар вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ăнса пырать. Игорь Иванов генеральнăй директор пĕлтернĕ тăрăх, хатĕрлев ĕçĕ сарăлса, вăй илсех пымалла. Хальхи вăхăтра кивĕ хут, полиэтилен, ĕне тирĕ тата ыттине пуçтарассине йĕркеленĕ. Хатĕрлевçĕсем хăйсен професси уявне - потребкоопераци тытăмĕнче ĕçлекенсен кунне тивĕçлипе кĕтсе илчĕç. Мĕнех, малашне те ăнăçу пултăр эппин.

Елена ТИМОФЕЕВА.

 

 
 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика