Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисен ретĕнче

22 июня 2018 г.

Пирĕн районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене 6148 гектар çинче акса хăварнă. Ку - планпа палăртнă чухлĕ. Кĕрхи культурăсем 2420 гектар йышăннине шута илсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем мĕнпурĕ 8568 гектар çинче çитĕнеççĕ. Асăннă лаптăкăн улттăмĕш пайĕ (тĕрĕсрех – 1352 гектар) М.Тагеев фермер хуçалăхĕ çине лекет. Халĕ Октябрьски тăрăхĕн-че усă памасăр выртакан çĕр çук теме пулать. Михаил Леонидович районти гумус енĕпе чи чухăн çĕрсене тухăçлăн ĕçлеттерме хал çитерет. Паллах, тăкакĕсем те пысăк. Хальхи йышши агротехникăсăр, удобренисемсĕр, çумкурăк-семпе, тĕрлĕ йышши сиен кỹрекен хурт-кăпшанкăпа, чир-чĕрсемпе кĕрешмесĕр, паллах, лайăх тыр-пул туса илеймĕн. Çакна фермер аван ăнланать. Пĕлтĕр хуçалăхра кĕрхи тулă 500 гектар çинче акса хăварнă. Кăçал çурхи тулă 380 гектар, урпа 360 гектар, сĕлĕ 112 гектар йышăнать. Унсăр пуçне 474 гектар çинче нумай çул ỹсекен курăк, 82 га пĕр çул ỹсекен курăк çитĕнет. Нумай пулмасть фермер хуçалăхĕнче Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С. Артамонов пулса курчĕ, çĕкленекен калчасен пахалăхне палăртрĕ. Паллах, тыр-пул тухăçĕ çанталăкран та нумай килет. Май уйăхĕ те, çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш пайĕ те ăшă çанталăкпа савăнтармарĕç. Мĕнех калăн, ку калчана кирлĕ пек аталанма чăрмантарать. Районти комисси палăрт-нă тăрăх, М.Тагеев çурхи ĕçсен пахалăхĕпе малтисен ретне лекнĕ. Районти Акатуй уявĕнче ăна, паллах, чыса тивĕçнисен шутĕнче курма пулĕ. Аса илтерер: пĕлтĕр Михаил Леонидовича Раççей ялхуçалăх министерствин Хисеп хутне парса хавхалантарнăччĕ. Анчахрах фермер хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Апла пулин те юратнă ĕçĕнче малашне те çĕнĕ çитĕнỹсем тума вăй-халĕ çителĕклĕ унăн. И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика