Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей юбилейне паллă тăвĕç

22 июня 2018 г.

Нарат Чакки ялĕнчи Даньковсен çемйи йĕркеленĕ "Сире кĕтекен çурт" этнографи музейĕ çинчен районпа республикăра та, ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Кăçал ака уйăхĕнче вăл ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Унтанпа хăна çуртĕнче 29 çĕршыв çынни пулса курнă, 20 ытла телевидени (Санкт-Петербург, Инçет Хĕвелтухăç, Лондон, Турци тата ытти те) тĕрлĕ передачăсем хатĕрленĕ. Пĕр наци телевиденийĕ кăна музейре 11 хут пулса тĕрлĕ сюжетсем ỹкернĕ. Нарат Чакки тăрăхĕн илемĕпе киленнĕ туристсен шучĕ те пысăк. "Эпĕ вĕсене ятарласа шутламан. Çулсерен 300-шер çынран кая мар, хăшпĕр чух ытларах та килетчĕç", - терĕ музей хуçи Л.Данькова. Юбилейлă уява çуркунне паллă туман, çуллахи илемлĕ вăхăтра - пахчасем, улăх-вăрмансем чечекре чухне уявлама палăртнă. Акă, çав вăхăт çитсе те пырать. Даньковсем тăрăшсах хăнасене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ, чечексем лартаççĕ, кивелнĕ вырăнсене сăрласа çĕнетеççĕ, юхăнма пуçланисене юсаççĕ. "Вырăнти"Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕ, депутатсем çак кунсенче пухăнса калаçрăмăр. Хăнасене районтан та, республикăран та кĕтетпĕр. Шупашкарти наци музейĕн ĕçченĕсене те чĕнес кăмăл пур. Фольклор коллективĕ вĕсен умне хамăр тăрăхри йăла-йĕркепе тухма палăртрĕ", - терĕ хăнасене яланах халăхăмăрăн ырă йăлипе кĕтсе илсе кăмăлпа ăсатма хăнăхнă Людмила Геннадьевна.

Н.КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика