Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлава хастар хутшăнчĕç

05 июня 2018 г.

Суйлава хастар хутшăнчĕç

Июнĕн 3-мĕшĕнче Элĕк райĕнĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш созывĕн депутатне суйлассипе Етĕрнери 9-мĕш №-лĕ пĕр мандатлă суйлав округĕпе Тени, Тавăт, Ураскилт, Мăн Вылă, Шĕмшеш, Крымсарайкка ял тăрăхĕсенче хушма суйлавсем иртрĕç. Çавăн пекех Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйларĕç.

Районти 20 суйлав участокĕнче те сасăлава тивĕçлĕ шайра ирттерме мĕнпур услови туса панă. Суйлава хутшăнакан кандидатсем çинчен ытларах пĕлме май пултăр тесе ятарлă стендсем хатĕрленĕ. Тивĕçлĕ йышăну тăвиччен нумайăшĕ кирлĕ информацие вуласа кандидатсемпе «çывăхрах» паллашрĕ.

Чи хастаррисем ир кÿлĕмех суйлав участокĕсене çитсе хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçларĕç. Суйлав комиссийĕн председателĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе уйрăмах пĕрремĕш хут сасăлава килекен хĕрсемпе каччăсем хастарлăх кăтартнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пĕлÿ илекенсем зачетсемпе экзаменсем пынине пăхмасăр тивĕçлĕ кандидатшăн хăйĕн сассине пама яла килнĕ. Эренарти Римма Моисеева, Тенири Анжела Игнатьева, Дарья Львова, Кĕçĕн Тăванти Екатерина Петрова, Мăн Вылăри Александр Иванов, Валентина Терентьева, Илья Шашкин, Тавăтри Екатерина Степанова, Краклаври Мария Парамонова, Пиçенерти Лина Романова, Сурăмпуç Шĕмшешри Николай Кириллов çак тивĕçе пуринчен малтан пурнăçланă. Çак яваплă та пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулăмран юлман хастар çамрăксене асăнмалăх парнесем панă.

Çав вăхăтрах 80-ран, 90 çултан иртнисем те суйлав комиссийĕн членĕсем киле килессе кĕтсе ларма шутламан. Хитекушкăнĕнчи 90-ри Юлия Крикова, Ураскилтири 91-ри Ульяна Степанова, 81-ри Юлия Димитриева, Кĕçĕн Тăванти 82-ри Мария Петрова, 81-ри Георгий Гаврилов, Мăн Вылăри 82-ри Вера Александрова, Эренарти Владимир Чернов, Ишпарайккăри 87-ри Иван Павлов хăйсемех участоксене сасăлава килнĕ. Çак яваплă ĕçрен ваттин те, çамрăккин те юлма юраманнине хытарсах каланă.

Хушма суйлав кунĕ çĕр ĕçченĕшĕн хĕрÿ ĕççи тапхăрĕпе пĕр килчĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пахча çимĕç культурисене вăхăтра лартассипе тимлеççĕ. Ку чухне кашни сехет шутлă.

Эренарти суйлав участокĕн председателĕ Людмила Максимова пĕлтернĕ тăрăх, Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем малтанах уя тухса сасăлаттармаллине палăртса ыйту çырнă. Çавăнпа та çакна тĕпе хурса суйлав комиссийĕн членĕсем ĕçлекенсем патне уя кайнă та. Мĕнпур ял тăрăхĕнче вара, тухса çÿреймен ватă, чирлĕ çынсем, пĕчĕк ачаллă амăшĕсем патне килĕсене кайса сасăлаттарассине те лайăх йĕркеленĕ. Суйлав комиссийĕ 591 çын патне çитнĕ.

Сасăлав мĕнле пынине кашни суйлав участокĕнчех обществăлла сăнавçăсем тата районти полици пайĕн сотрудникĕсем сăнаса тăнă. Право йĕркине е «Суйлав çинчен» калакан Саккуна пăснă пĕр тĕслĕхе те регистрацилемен.

Элĕк енри 20 участокра каçхи сакăр сехетре сасăлав вĕçленнĕ.

Районти Территориаллă суйлав комиссийĕн малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Рес- публикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш созывĕн депутатне суйлассипе Етĕрнери 9-мĕш №-лĕ пĕр мандатлă суйлав округĕпе пурĕ хушма суйлава 3868 çын хутшăннă. Ку мĕнпур суйлавçăсен 79,95 проценчĕпе танлашать. Владимир Николаевич Ивановшăн сасăлавçăсен 84,62 проценчĕ, 3273 çын хăйсен сассисене панă. Андрей Иванович Игнатьев 8,74 процент е 338 сасă, Владимир Леонидович Офаринов 2,64 процент е 102 сасă пуçтарнă. Алексей Юрьевич Сапожниковшăн çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенче пурăнакансен 1,68 проценчĕ, 65 çын сасăланă.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суйлав кăтартăвĕсемпе 9-мĕш №-лĕ Етĕрнери пĕр мандатлă суйлав округĕпе «Единая Россия» парти тăратнă кандидат, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Владимир Иванов çĕнтернĕ. Пĕтĕмпе уншăн суйлавçăсен 75,92 проценчĕ сасăланă. Асăннă округри суйлавçăсен 55,76 проценчĕ участоксене килнĕ.

Шĕмшеш ял тăрăхĕнче вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕн хушма суйлавне 62 çын хутшăннă. Сасăлав вĕçленнĕ хыççăн бюллетеньсене шутланă чухне 2 бюллетенье юрăхсăра кăларнине палăртнă. Виталий Леонидович Рыковшăн суйлава хутшăннă 34 çын, суйлавçăсен 54,84 проценчĕ сасăланă. Венера Ивановна Трофимовăшăн 25 çын, 40,32 проценчĕ хăйсен сассисене панă. Владимир Юрьевич Удьякова 1 çын, 1,61 процент суйланă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика